26 июля 2017 г.
Владимир ВИКТОРОВ,
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ, пирĕн ентеш
Пирĕн анне - Луиза Витальевна 41 çул Çĕнĕ Пăвари библиотекăра ĕçленĕ. Çавна пула эпир, виçĕ пĕртăван - Олег, Ольга тата эпĕ унтан тухма пĕлместĕмĕр. Кĕнеке-хаçат вулама та 5 çул тултарсанах вĕреннĕскерсем, "Колхоз ялавне" шăпа ярса вулаттăмăр. Район хаçатĕнче çĕршыври лару-тăру пирки каласа кăтартнисемпе эпĕ уйрăмах кăсăкланса паллашаттăм. Ун хыççăн пиччепе, аппапа ăмăртмалла хам çырнисене редакцие ярса пама тытăнтăм. "Эпир - мирлĕ самана ачисем", "Шан пире, Тăван çĕршыв", "Анне пуртан эпир телейлĕ", "Вĕрентнĕшĕн, ăс панăшăн", "Çын тивĕçĕ çинчен" заметка-корреспонденцисем хаçатра пичетленсе тухнине те паянхи пекех лайăх астăватăп. Ун чухне Александр Георгиевич Миллин редактор пулса ĕçлетчĕ. Пире вăл редакцире яланах тараватлăн кĕтсе илетчĕ, хавхалантарма та пĕлетчĕ. Анне вара: "Колхоз ялавĕпе" туслă пулăр, вăл район пурнăçĕ тата унăн çыннисем çинчен каласа кăтартакан тĕп çăлкуç, вăл сире ỹлĕмрен те ăс парса, пулăшса пырĕ", - тесе епле тĕрĕс каланине халĕ, пушшех, лайăх ăнланатăп.
Хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнатăп пулин те тăван яла - анне патне килсен хăнăхнă йăлапа район хаçатне алла илетĕп. Унта ĕçлекенсене вара чăтăмлăх, çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçусем сунатăп.
Галина АНИСИМОВА,
район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн ертỹçи
Халĕ нумай хыпара Интернет урлă та пĕлме пулать. Анчах типографире тин анчах пичетленсе тухнă, алăра чăштăртакан хаçатран уйрăлма çуккине ăнланатăп. Мĕншĕн тесен кирек епле интернет-издани те, электронлă верси те хаçатпа танлашма пултараймастех тесе шутлатăп. Кунти информаци алă тупанĕ çинчи пекех курăнать, унсăр пуçне, хаçатран вуласа пĕлни нумайлăха асра юлать. Ытти нумай çынран та çакăн пек каланине час-часах илтме тỹр килет.
Эрнере икĕ хутчен кун çути куракан "Елчĕк ене" вуласа эпир район пурнăçĕ, унăн ытарайми çыннисем çинчен тĕплĕнрех пĕлетпĕр. 30 çул хушшинчи тапхăрта çывăх юлташ пекех пулса тăнă "Елчĕк ен" районта пулса иртекен пулăмсене оперативлă, туллин çутатма пултарнипе палăрса тăрать. Районăн экономика аталанăвĕ çинчен тĕплĕн шухăшласа тата тишкерỹллĕ куçпа хакласа çырнă статьясем килĕшеççĕ. Пурне те ăнланмалла - çăмăл чĕлхепе çырнă çакăн йышши материалсене район хаçатĕнче малашне тата та ытларах вулас килет.
Дария СМИРНОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Курнавăш ялĕ
Эпĕ мĕн çамрăкранах "Колхоз ялавĕпе" (халĕ вăл "Елчĕк ен") туслă. Пĕчĕккĕ чухнех аттепе анне мана район хаçатне вуласа паратчĕç.
Районăн кулленхи пурнăçĕ, унăн çыннисем çинчен каласа кăтартакан хаçата юнкунпа шăматкун почтальон киле илсе çитерессе куç пекех кĕтетпĕр. 2017 çул Чăваш Республикинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнине асра тытса "Елчĕк ен" хаçат районти тĕслĕхлĕ мăшăрсем - амăшĕпе ашшĕсем, вĕсен пархатарлă ĕçĕсем çинчен тăтăшах каласа кăтартнине те вулакансем ырласа йышăнаççĕ. Çакă та савăнтарать: пирĕн районта пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе ят-сума тивĕçлĕ çынсем сахаллăн мар. Вĕсем çинчен хаçатра вуласа пĕлнĕ хыççăн чун-чĕре хавхаланупа тулать, ватлăх та хыçа юлнăн туйăнать. Хамăн ăс-тăнра, шухăшăмра мĕн пуррине палăртса ялти тĕслĕхлĕ çемьесем, ырă çынсем çинчен сăвă е тĕрленчĕк çырма ларатăп.
Хаçатри тарăн шухăшлă статьясене ушкăнпа ларса вулани те нумай пулнă. Пĕр тантăшăм мана: "Дария Даниловна, тархасшăн, хаçата манăн шухăшăмсене те палăртса çыр-ха, хаçатра ĕçлекенсене - журналистсене тав сăмахĕ кала", - терĕ. Паянхи халăх юратăвĕ сирте нихăçан та ан иксĕлтĕр!
Елена НИКИФОРОВА,
район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн директорĕ
Район хаçачĕпе эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех туслă. Çав çулсенче "Колхоз ялавĕ" хаçатра пирĕн вĕрентекенĕн - Тăрăмри шкулта ĕçленĕ Анатолий Веняминович Марковăн статйисем те тăтăшах кун çути курнăран та пулĕ, маншăн вăл питех те çывăх пек туйăнатчĕ. Анатолий Веняминович хăйĕн хайлавĕсене редакцие ярса париччен малтан пире чăваш чĕлхи урокĕсенче вулаттаратчĕ, хамăрăн шухăшсене калама ыйтатчĕ. Тен, çавăнпах-и, çырас туртăм хамра çуралнине туяттăм. Каярахпа эпĕ çырнă тĕрленчĕксем те "Елчĕк енре" самаях пичетленчĕç. Çуткỹлти шкулта учительте, директор çумĕнче, директорта ĕçленĕ тапхăрта та хаçатпа çыхăну тытма пăрахмарăм.
Хальхи вăхăтра район хаçачĕ пире тăван район историйĕпе, Елчĕк ен çыннисен кун-çулĕпе, вĕсен ỹсĕм-çитĕнĕвĕсемпе паллаштаракан тĕп çăлкуç пулнине çирĕплетсе калама пулать. Чăваш чĕлхине, тăван культурăна сыхласа хăварассипе те район хаçачĕн журналисчĕсем хăйсен тивĕçлĕ тỹпине хываççĕ.
Рифкат ХАРИСОВ,
ĕç ветеранĕ. Сăрьел ялĕ
- 1971 çултанпа çырăнса илетĕп эпĕ район хаçатне. Алла диплом илнĕ хыççăн мана "Победа" колхоза экономист пулса ĕçлеме ячĕç. 1973 çулта вара районти райпо тытăмне куçарчĕç. Кирек ăçта ĕçлесен те район хаçачĕ сĕтел çинчен кайман. Юратнă хаçат районти ертỹçĕсен ĕç-хĕлне пĕлме, тишкерме, пуян опычĕпе паллашса вĕренсе пыма, тавракурăма ỹстерме май паракан çăлкуç пулса тăчĕ.
Район хаçачĕн страницисенче хуçалăхсен ĕç кăтартăвĕсене тишкерни, малта пыракансен паха опытне çутатни кăмăла çĕклет, малалла талпăнма хавхалантарать.
Пенсие тухсан, пушшех, "Елчĕк ен" çывăх тус пулса тăчĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн ĕçпе вăрçă ветеранĕсен кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ кăсăклантарчĕ. Районти ветерансен канашĕн членĕ пулнă май ватăсемпе инвалидсен пурнăçĕнчен айккинче тăмастăп. Вĕсем патне килĕсене кайса юбилейсемпе саламласси ырă йăлана кĕчĕ. Ялсенчи ветерансен канашĕсен ертỹçисем О.Миронова, А.Фомина, Д.Смирнова, З.Портнова, Л.Горшкова, И.Волкова тата ыттисем те тăван хаçат урлă çамрăк ăрăва патриотла воспитани панă çĕрте пысăк тỹпе хываççĕ. Район хаçачĕ манăн чун апачĕ. Туслă çыхăнăва малалла та çирĕплетсех пырасшăн.
Эпир, Сăрьел тутарĕсем, "Елчĕк ене" йышлăн çырăнса илетпĕр. Унти кашни статьяна тĕплĕн вулатпăр, тишкеретпĕр.
Светлана АРХИПОВА ыйтса пĕлнĕ.