26 июля 2017 г.
Колони-поселенисенчен таврăнакан граждансене ĕçпе тивĕçтересси - паянхи çивĕч ыйтусенчен пĕри.
Ĕç тупасси, ирĕклĕ пурнăçа çĕнĕрен хăнăхасси вĕсемшĕн пĕрре те çăмăл мар. Мĕншĕн тесен асăннă категорие кĕрекен граждансен чылай сферăра (социаллă хỹтлĕх тата социаллă пулăшу паракан, медицинăпа тивĕçтерекен, çул çитменнисене воспитани илме тата аталанма, вĕсен сывлăхне çирĕплетме тата канăвне тĕрĕс йĕркелеме, спортпа аталанма тата культурăпа искусство енне туртăнма пулăшасси) ĕçлеме ирĕк çук.
Çакна шута илсе халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр судпа айăпланнă çынсене тивĕçлĕ професси пĕлĕвĕ илме тата ĕç тупма май туса парасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Наказани тỹссе ирттернисем вăхăтлăха ĕçе вырнаçма май паракан программăна е тỹлевлĕ обществăлла ĕçсене хутшăнма пултараççĕ. Наказание пурнăçлакан учрежденисем халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра ирĕке тухакан граждансем района хăçан килесси пирки хыпарласах тăраççĕ. 2016 çулта çакăн евĕр 23 çыру илнĕччĕ. Анчах иртнĕ çул ирĕке тухнисенчен пĕр çын та пирĕн центртан пулăшу ыйтман. Кăçал наказание пурнăçлакан учрежденисенчен 15 гражданин пирки хыпар килнĕ пулсан, 2 çын ĕç тупса пама пулăшу ыйтрĕç. Вĕсем "Успех рождается с тебя" темăпа йĕркеленĕ тренинга хутшăнчĕç. Вĕсене эпир токарь тата электрогазосварщик профессийĕсене алла илес тĕллевпе вĕренме кайма сĕнтĕмĕр. Енчен те асăннă граждансем вĕренсе професси илме килĕшмесен, вĕсене "Кирпич" ОООра тỹлевлĕ обществăлла ĕçсене пурнăçлама сĕнĕпĕр.
М.ВАСИЛЬЕВА,
халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр ертỹçи.