Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕнесем кỹпĕнесрен асăрханăр

26 июля 2017 г.

Тăтăшах çумăр çунине пула ĕнесене курăк çине илсе тухма та кансĕр, тухсан та вĕсем кỹпĕнес хăрушлăх пысăк.

Ветеринари специалисчĕсем выльăхсене кĕтĕве кăлариччен диагностика тĕрĕслевĕсем витĕр кăларнă. Ултă уйăх кăтартăвĕсем тăрăх 6498 ĕнене лейкозран, 12426-шне туберкулезран, 12217-шне Çĕпĕр язвинчен прививка тунă.

Выльăхсем ан кỹпĕнччĕр тесен вĕсене ешĕл курăк çитерме ерипен хăнăхтармалла. Тăруках ешĕл курăк çиме пуçласан ĕнесем чирлеме пултараççĕ: ăш-чикĕ пăсăлать, вар-хырăмра симĕс курăк хăвăрт ирĕлейменрен выльăх вăйсăрланать, ỹт хушма пăрахать, сĕтне чакарать. Симĕс курăк çине кăларсан та рационта концентратсем, утă-улăм, сенаж çителĕклĕ пулмалла. Ĕнесем ан кỹпĕнччĕр тесен çак сĕнỹсене шута илмелле:

- ирхине утă е улăм, сенаж çитермесĕр çаран çине кăлармалла мар;

- сывлăм ỹкнĕ, çумăр çунă хыççăн та курăк çине кăлармалла мар, типсен çеç çитермелле;

- анана çулнă хыççăн каю курăкĕ çине 15 кунсăр кĕтỹ кĕртмелле мар;

- концентратсем пахалăхлă пулмалла.

Тырă юлашкине те çитерме юрамасть, мĕншĕн тесен унра çумкурăк вăррисем пулнăран вĕсем хырăмлăхра хăвăрт йỹçеççĕ. Çу кунĕсенче ĕнесем умĕнчен тăвар татăлмалла мар. Кĕтĕве шывпа тивĕçтересси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Шыв çителĕксĕр пулсан ĕне апата сахал çиет, сĕтне чакарать. Шăрăх çанталăкра ĕнесене кунне 4 хутчен, ытти чухне 3 хутран кая мар шăвармалла.

Енчен те ĕнесен хырăмне йỹçекен ешĕл апат лекрĕ пулсан унăн хырăмлăхĕнче газ нумай пухăнать, унăн хырăмĕн сулахай енĕ пысăкланса каять. Çакăн пек чухне выльăх кавлеме чарăнать, сĕлекине юхтарать, йăванса кайма, вилме те пултарать.

Кĕтỹре пĕр ĕне кỹпĕннине асăрхасанах выльăхсене курăк ани çинчен васкавлăн хăваласа тухса тапăра хупмалла. Кỹпĕннисене ыттисенчен уйăрса илмелле, çурăмĕпе хырăмĕ тăрăх сивĕ шыв ямалла, сулахай енчен хырăмне кашни 10-15 минутран чăмăрпа массаж тумалла. Çав вăхăтрах тимпанол ĕçтермелле. Унăн 1 флаконне 2 литр шывпа хутăштармалла. Тимпанола тепĕр доза та пама юрать. Алă айĕнче тимпанол пулмасан çунтарнă магнези порошокĕпе усă курмалла. Ăна 2-3 литр тин сунă сĕтре е шывра (20 грамм йĕкĕр ывăç чухлĕ (вăл çăмăл) хутăштармалла. Усси пулмасан троакарпа сулахай енчен хырăмлăха шăтармалла. Малтан троакара дезинфекци тумалла, стилета гильза ăшне лартмалла. Троакара вĕçĕпе сылтăм хулпуççи сыпăкĕ еннелле тĕллесе тытса ỹт çине лартмалла, сылтăм алăпа рукоятка çине хытă хупса кĕртмелле.

Сывлăша ерипен кăлармалла. Троакара кăларас умĕн стилета каллех гильза ăшне чикмелле. Пулнă сурана йод настойкипе сĕрмелле, кайран та тасатса, асăрхаса тăмалла. Çак ĕçсене пурнăçланă хыççăн ĕнене 12-24 сехет апат çитермелле мар. Кайран та апата майĕпен ỹстерсе пымалла.

Ĕнен ăш-чикĕ лайăх ĕçлесе кайма 0,5 литр шыв çине 15 тумлам кикен курăкĕн шĕвекне, 15 тумлам сĕт кислоти ярса ĕçтермелле. Çавăн пекех тăварланă хăярпа помидор, йỹçĕтнĕ шĕвексем ĕçтерсен аванрах.

Ĕне усракан кашни хуçалăхрах маларах асăннă эмелсем ал айĕнче пулмалла. Кĕтỹçĕсен те ĕне кỹпĕнсен чи малтанах мĕн тумаллине лайăх пĕлмелле, тимлĕхе çухатмалла мар.

А.БЫКОВА,
выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн терапевт тухтăрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика