Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туйри савăнăç ĕмĕр тăршшĕне çиттĕр

26 июля 2017 г.

Çулла кану тата туй-çуй вăхăчĕ. Çак тапхăрта мăшăрланакансем уйрăмах нумай.

Шанчăклă икĕ чĕре пĕрлĕхĕ, юратупа, çирĕп ăс-хакăлпа, кăмăл-сипетпе çирĕпленнĕскер, çын пурнăçĕнче чи лайăххине - çемьене - йĕркелет. "Юрату йĕрне юр та шăлмасть, шыв та илмест", - теççĕ халăхра. Чи тарăн туйăмсем кăна пире мĕнпур ыйтăва татса пама, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшаççĕ.

Кашни мăшăрах туй кунне ĕмĕр асра юлмалла ирттерме тăрăшать. Тăван-хурăнташа, тус-юлташа хăналама, савăнтарма тĕплĕн хатĕрленет.

Раççей Федерацийĕн Çемье Кодексĕпе килĕшỹллĕн çамрăксене заявлени панă хыççăн пĕр уйăхран çырăнтараççĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн кирек хăш ЗАГС пайне те заявлени пама юрать.

Кăçал районта 31 çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ытларах. Çакă савăнтарать те. Туй кĕрлени, ача сасси янрани ял пурăннине, малалла аталаннине çирĕплетет.

Районти яш-кĕрĕм тĕрлĕ наци çыннипе пĕрлешнĕ тĕслĕхсем сахал мар тĕл пулаççĕ. Ун чухне çамрăксене вырăсла регистрацилетпĕр, ытти чухне вара хамăрăн ырă йăла-йĕркене манăçа кăлармасăр, чăвашла.

Çамрăк мăшăра хăтлă залсенче ĕмĕр асра юлмалла çырăнтаратпăр, мăшăрланнине ĕнентерекен свидетельство паратпăр. Ĕмĕр-ĕмĕр пĕр-пĕрне юратса, ăнланса пурăнма телей сунатпăр. Мăшăрлантару юхăмĕ васкамасăр иртет, унăн программине çамрăксене килĕшнĕ пек пуянлатма тăрăшатпăр. ЗАГСран çырăнса тухнă хыççăнах Тĕп лапамри илемлĕ вырăнсене çитсе курасси, вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хурасси тахçанах йăлана кĕнĕ. Туй халăхне Елчĕкпе паллаштарни хăйне евĕр ырă пулăм. Кашни мăшăрăн туйри савăнăçĕ ĕмĕр тăршшĕне çиттĕр.

Çемье - çутçанталăк йĕркелекен хăйне майлă ахах-мерчен. Упрасчĕ ăна.

Н.БАЙМУШКИНА,
ЗАГС пайĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика