26 июля 2017 г.
Ача пĕрремĕш хут шкула кайнине паллă психологсем революципе танлаштараççĕ. Мĕншĕн тесен унăн йăлтах улшăнать: хăнăхнă йĕрке, тавралăх, кун режимĕ, хăйне тыткаласси. Чи пĕлтерĕшли вара - яваплăх, тимлĕх ыйтакан çĕнĕ тивĕç тупăнни. Ачана шкула мĕнле тĕрĕс хатĕрлемелле, вăл шкула юраттăр, хаваспах вĕрентĕр тесен ашшĕ-амăшĕн мĕн тумалла?
Пĕрремĕш класс ачи шкула хăвăрт хăнăхтăр тесен ашшĕ-амăшĕн вĕренỹ çурчĕ çинчен нумайрах каласа памалла, ачапа пĕрле вăл çỹрекен шкулта час-часах пулма тăрăшмалла. Çапла вара вĕренесси интереслĕ те усăллă пулнине ача майĕпен хăех ăнланса пырать.
Ашшĕ-амăшĕн те, аслисен те çак вăхăтра шкул çинчен япăх калама тăрăшмалла мар. Çапах та ăна вĕренесси çăмăл ĕç маррине, йывăрлăхпа мĕнпур çын тĕл пулнине ăнлантармалла. Çапла тусан пĕчĕкскер хăрама пăрахать.
Ачана шкула ăсатни ун çинчен манмалла тенине пĕлтермест, паллах. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕн ывăл-хĕрĕн пурнăçĕпе интересленсех тăмалла. Пĕрремĕш класра паллăсем лартмаççĕ-ха, çапах: "Паян интересли мĕн пулчĕ?", "Вулав урокĕнче мĕн турăр?", "Столовăйĕнче мĕн çитерчĕç?", "Класра кампа туслашрăн?" тата ытти ыйтусене памалла. Мĕншĕн тесен пĕрремĕш класс ачишĕн çак вăхăтра çывăх çыннисем унпа пĕрле пулни, ун ĕçĕсемпе интересленни пуринчен ытла хаклăрах. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ача лайăх вĕренни чи пĕлтерĕшли тесе йăнăшать. Мĕншĕн тесен кун пек ача шкулта пĕлỹ мар, лайăх паллă илме çеç тĕллев лартать.
Пĕрремĕш класс ачине йăнăшсенчен хăрама кирлĕ маррине ăнлантармалла. Мĕн пĕлменни, пулсах пĕтменни ачашăн йĕркеллĕ пулăм иккенне каламалла.
Ашшĕ-амăшĕн ачине ыттисемпе танлаштарма, теприне тĕслĕхе илсе кăтартма тăрăшмалла мар. Унăн кашни çитĕнĕвне ырлани сиенлĕ пулмĕ.
Шкула кайиччен ачан алă моторикине аталантармалла, унăн уроксенче нумай çырма тивет. Çавăнпа ачапа пластилинран тĕрлĕ япала ăсталамалла, ỹкермелле, аппликаци тумалла. Шăрçасенчен тĕрлĕ эреш туни, тĕрлени, çĕлени те пулăшать. Мозаика пуçтармалла. Çакăн пек ĕçсем унăн ăс-тăнне аталантараççĕ, тимлĕхе ỹстереççĕ, пĕр вырăнта ларма хăнăхтараççĕ. Ача шкула кайиччен шутлама, вулама вĕренни лайăх. Тĕпренчĕкшĕн итлеме вĕренни питĕ кирлĕ. Çавăнпа та вĕсене мĕн пĕчĕкрен кĕнеке вуласа парассине йăлана кĕртмелле.
- Эпĕ шкула кайиччен вулама та, вуннă таран шутлама та пĕлмен. Çăмăллăнах вĕреннĕччĕ. Ыттисенчен пĕрре те кая юлман, - тет хăш-пĕр аслашшĕ-кукашшĕ.
- Халĕ садикре шкула кайма туллин хатĕрлесе кăлараççĕ. Манăн ача вулама, шутлама, çырма та пĕлет. Ăна шкулта çăмăл пулать, - тет çамрăк амăшĕ.
Самана улшăннăран вĕренỹ тытăмĕ те çĕнелсех пырать. Халĕ шкула кайма хатĕрленекен ачан темĕн те пĕлмелле. Ача садне çỹрекен ачасем чылай япалана пĕлеççĕ-ха. Саспалли те паллайман, вуннă таран та йывăр шутлакан ачана вара пĕрре те çăмăл килмĕ. Тантăшĕсене унăн мĕнле хăваласа çитмелле? Паянхи вĕренỹ программипе шкул çулне çитичченех ачан хăйĕн, ашшĕ-амăшĕн тулли ятне, мĕнле адреспа пурăннине, ашшĕ-амăшĕ ăçта, кам пулса ĕçленине, çĕршывсемпе хуласен ятне, юмах авторĕсене, эрнере миçе кун, çулталăкра миçе уйăх пулнине тата ытти чылай ыйтăва туллин хуравлама пĕлмелле.
Ача шутлама, вулама пĕлсен вăл шкула хатĕр тени йăнăшрах. Вăл психологи енчен хатĕр пулни аванрах. Ачан хăйне хаклама пĕлмелле, ыттисен шухăшне шута илни питĕ вырăнлă. Класра пур ача та пĕрпек пулмалла. Шухăшлама, пур объекта та танлаштарма пĕлмелле. Шкула хатĕр мар ача ытларах выляма пăхать.
Ача сачĕсенче вĕренỹ çулĕ пуçламăшĕнче тата вĕçĕнче пепкесен пĕлĕвне, тавракурăмне тĕрĕслес тĕлĕшпе тест ирттеретпĕр. Ыйтăвĕсем интереслĕ, çав вăхăтрах кăткăс та.
Çакна палăртни вырăнлă: пĕчĕкскерсен кăмăлĕ пулсан вĕсем миçе çулта пулнине пăхмасăр, вулама, шутлама вĕрентмелле. Вулаттарассине вăрçса мар, вăйă евĕр йĕркелемелле. Чи кирли - ача шкула кайма психологи енчен хатĕр пулни.
Кăçал, малтан палăртнă тăрăх, районта 177 ача пĕрремĕш хут парта хушшине ларĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, вĕсем шкула кайма хатĕр теме те пулать. Хăшĕ-пĕри вулама та пĕлет, шутлать, çырать. Кашнийĕн аталанăвĕ тĕрлĕрен.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Хăвăр та пурнăçа килекен çĕнĕлĕхсенчен ан хăрăр. Пĕчĕк ачасем веçех ăнланмасан та пурне те туяççĕ. Амăшĕ Пĕлỹ кунне кĕтет пулсан - ун кăмăлĕ юратнă тĕпренчĕкĕ çине куçатех.
Л.САЙКИНА,
районти диагностика центрĕн педагог психологĕ.