Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Манăн Чăваш Ен - истори тата хальхи вăхăт"

22 июля 2017 г.

Тăван республика пурнăçне тĕрлĕ енлĕ çутатас тĕллевпе "Советская Чувашия" хаçат "Манăн Чăваш Ен - истори тата хальхи вăхăт" çĕнĕ проекта пурнăçа кĕртме пуçăннă. Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви ырласа йышăннă çак проектăн виççĕмĕш кăларăмне журналистсем Елчĕк районне халаллама палăртнă.

Вячеслав Ивановпа Марина Иванова корреспондентсем пирĕн районта пулнă май чи малтанах Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа тĕл пулса калаçнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - райадминистрацин финанс пайĕн ертỹçи Галина Анисимова ертсе пынипе районти чылай хуçалăхпа предприятине çитсе курнă, вырăнти пурнăçпа тата ĕç-хĕлпе кăсăкланнă май ертỹçĕсемпе ĕçченсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ.

Корреспондентсем хыпарланă тăрăх, асăннă проектпа килĕшỹллĕн хаçат халăха вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнисĕр пуçне районсемпе хуласенче пурăнакан халăх пурнăçне, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн, фермерсен аталанăвне туллин çутатĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика