Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

22 июля 2017 г.

Лару иртнĕ

Район администрацийĕнче Елчĕк районĕн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшĕсене ỹстерес енĕпе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комисси ларăвĕ пулса иртнĕ.

Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн ертỹçи Галина Анисимова ертсе пынă. Елчĕк район прокурорĕ, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем хутшăннă ларура хресчен (фермер) хуçалăхĕсене грант шучĕпе тивĕçекен патшалăх пулăшăвне илессинчи ыйтусене тишкернĕ.

Пушар - хăрушă

Кăçал район территорийĕнче 10 пушар регистрациленĕ, вĕсенче 2 çын аманнă, 2 çын вилнĕ. Пушарсен тăкакĕ 473 пин тенкĕпе танлашнă.

Пушар асăрхавĕн патшалăх инспекторĕ А.Сайкин çак кунсенче Курнавăш тата Тăрăм ял тăрăхĕсенчи хăш-пĕр предприятипе организацири ĕçченсемпе, вырăнти халăхпа тĕл пулса профилактика калаçăвĕсем йĕркеленĕ. Тĕлпулусен вăхăтĕнче инспектор çуллахи шăрăх тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине уйрăмах çирĕп пăхăнмаллине, вырма вăхăтĕнче тимлĕхе ỹстермеллине аса илтернĕ.

Ыйтусем нумай

Çĕнĕ Пăва ялĕнче граждансен пухăвĕ пулса иртнĕ, ăна Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Смирнов ертсе пынă.

Пухура халăх куллен тĕл пулакан чылай ыйтăва хускатнă: тăван тавралăха тирпейлĕ тытасси, çул-йĕре вăхăтлă юсасси, куçман пурлăха еткерлĕхе куçарасси, хуçасăр çуртсемпе пай çĕрĕсене тупса палăртасси тата ытти те.

Ял халăхĕ ертỹçĕпе куçа-куçăн тĕл пулнă май хăйне пăшăрхантаракан ыйтусем çине те хуравсем илме пултарнă.

90 çул - сумлă юбилей

Лаш Таяпа ялĕнче пурăнакан хисеплĕ ватă - Ольга Ивановна Мижерова çак кунсенче хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тунă.

Сумлă юбилейпе Ольга Ивановнăна çывăх тăванĕсем, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Князева, культура ĕçченĕсем саламланă.

О.Мижерова ĕмĕрне тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ. Александр мăшăрĕпе 7 ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем, кашнинех тивĕçлĕ воспитани панă. Халĕ кинеми Анатолий ывăлĕн çемйипе пурăнать.

Мăкăнь ỹстерер мар

Наркомание хирĕç кĕрешесси çине ШĔМĕн районти полици пайĕ пысăк тимлĕх уйăрать. Çавна май районта çулсеренех "Мăкăнь" операци ирттересси те йăлана кĕнĕ.

Асăннă операцие йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем çулсеренех виçĕ тапхăрпа йĕркелеççĕ, рейдсем ирттереççĕ. Хальхи вăхăтра операцин пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ.

Халăха пĕлсе тăма çакна палăртса хăварасшăн. Пахчара е кил картинче мăкăнь е кантăр çитĕнтересрен асăрханар, ăнсăртран шăтса тухнă пулсан та вĕсене тĕпĕ-йĕрĕпе кăкласа ывăтар. Унсăрăн саккун умĕнче явап тытма тивĕ.

В.МЕКШЕЕВ.

Поэт пултарулăхне тишкернĕ

Кĕçĕн Таяпари вулавăша вырăссен паллă поэчĕн Александр Пушкинăн хайлавĕсене кăмăллакансем пуçтарăннă.

Библиотека ертỹçи С.Агеева поэтăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинче чарăнса тăнă, унăн "Я помню чудное мгновенье" сăввине туйăмлăн каласа кăтартнă.

Вулакансем поэтăн ытти хайлавĕсене те тишкернĕ.

Хаваспах хутшăннă

Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче "Çулла пики-2017" ятпа ача-пăчасен конкурсне йĕркеленĕ.

Хĕрачасем кашни вăйă-конкурса хаваспа хутшăнса хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне кăтартнă. "Çулла пики" ята Алена Федорова çĕнсе илнĕ. Яна Поляруш, Яна Карчикова, Лера Сусликова ытти тĕрлĕ номинацире палăрнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика