22 июля 2017 г.
Суту-илỹ сфери халăх пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать.
Хальхи вăхăтра пирĕн район территорийĕнче ваккăн суту-илỹ тăвакан 146 предприяти шутланать. Унсăр пуçне 10 обществăлла апатлану вырăнĕ тата тĕрлĕ таварпа курттăм суту-илỹ тăвакан 1 предприяти. 22 предприятипе уйрăм предпринимательсем халăха тỹлевлĕ пулăшупа тивĕçтереççĕ. Çавăн пекех ваккăн суту-илỹ тăвакан "Елчĕк пасарĕ" ООО тата канмалли кунсенчи ярмăрккăсем ăнăçлă ĕçлеççĕ.
Кăçал потребитель рынокĕн 4 объектне хута янă. Инвестицин пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 3,8 миллион тенкĕпе танлашнă, 10 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçăлнă.
2017 çулхи пĕрремĕш çур çулта сутăннă вак тавар çаврăнăшĕ 543,7 миллион тенкĕпе (çакă пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 119,5 процент) танлашнă.
Канмалли кунсенчи ярмăрккăсенче Чăваш Республикинчи тавар туса кăларакансен тата ялхуçалăх предприятийĕсен продукцийĕсемпе суту-илỹ тăвассине ĕçе кĕртнĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта районта çакăн евĕр 51 ярмăрккă тата районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕ "Акатуй" иртнĕ. Ярмăрккăсенче 5 тонна (пурĕ 442 пин тенкĕлĕх) ялхуçалăх продукцийĕ сутăннă.
М.АДЮКОВА.