22 июля 2017 г.
Рынок саманине кĕнĕренпе ялта та хулари пекех уйрăм çынсен суту-илỹ çурчĕсем, кафесемпе барсем, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен пĕчĕк предприятисем нумай уçăлчĕç. Суту-илỹпе обществăлла апатланура унччен монополист шутланнă райпо рынокра конкуренци кăларса тăратрĕ. Халĕ çынсем тавар шыраса хăшкăлмаççĕ, тавар сутакансем хăйсем çынсем хыççăн чупаççĕ. Çакăн пек лару-тăрура Чăвашпотребсоюзăн республикăри 18 райповĕ ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме, самана таппипе пыма тăрăшать. Ăна Чăвашпотребсоюз, Чăваш Республикинчи Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви, республикăри Журналистсен союзĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнче массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансемпе кăçалхипе 18-мĕш хут ирттернĕ семинар-канашлура аван туйса илме пулчĕ.
Чăвашпотребсоюзăн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн калăпăшĕ 11 млрд тенкĕпе танлашнă. Çакăн пысăк пайĕ суту-илỹпе тата обществăлла апатланупа çыхăннă - 7,71 млрд тенкĕ. Иккĕмĕш вырăнта çăкăр йышши изделисем, кăлпасси, кондитер изделийĕсем, консервсем, пылак шывсем тата ытти продукцисем туса кăларасси тăрать. Халăхран пĕлтĕр 1 млрд тенкĕлĕх сĕт, аш-какай, çăмарта, пахча çимĕç, улма-çырла, эмел курăкĕсем, хут-хăмăр тата ытти чĕртавар туяннă.
Чăвашпотребсоюзăн ырă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен нумай лайăххине çырма пулать. Ун ертỹçи В.Павлов каланă тăрăх, республикăри потребительсен кооперацийĕ пĕр ĕмĕрхи тĕп ĕçсене сыхласа хăварнă кăна мар, яла нумай çĕнĕлĕх илсе килнĕ. Ку вăл инноваци проекчĕсене ĕçе кĕртни те, сутăнакан тавар пахалăхне лайăхлатни те, вăл е ку тавар сутăннине çĕнĕ технологисемпе усă курса тĕрĕслесе тăни те пулать.
Сĕнтĕрвăрри районĕнче унччен икĕ райпо пулнă. Район центрĕнчине Октябрьски райповĕпе пĕрлештерни суту-илỹпе, производствăпа çыхăнман кадрсене чакарма, укçа-тенке перекетлеме май панă. Халĕ райпо - Сĕнтĕрвăрри районĕнче тĕрлĕ шайри бюджета чи пысăк налук тỹлекен предприяти шутланать. Çавăн пекех районти суту-илỹн таварçаврăнăшĕнче çурри Октябрьски райповне тивĕçет. Çăкăр тата çăкăр йышши изделисем, пылак шывсем туса кăларассинче, халăхран сĕт, аш-какай тата ытти чĕртавар туянассинче те унăн тỹпи пысăк.
Октябрьскинчи райпо лавккисем хăтлăхĕпе, сентресенчи таварсен ассортименчĕпе пĕтĕм Раççейĕпе паллă супермаркетсен районти филиалĕсенчен пĕрре те кая мар. Вĕсенче ытларах хамăр республикăра туса илнĕ продуктсем. Акă, çăкăр комбиначĕ хăйĕн таварĕсемпе ялта пурăнакансене тивĕçтерет. Вĕсене ытти районсене ăсатаççĕ. Сĕнтĕрвăрринчи "Лада", "24 сехет", Шуршăлти лавккасенче пулса куртăмăр та кашниех Комсомольски, Элĕк, Етĕрне тата ытти райпосенче туса кăларнă тĕрлĕ таварсемпе пуяннине асăрхарăмăр. Октябрьскинчи райпо канашĕн председателĕ Радим Почемов халăх вырăнти республикăри райпосенче туса кăларакан чылай тавар экологи тĕлĕшĕнчен таса пулнине кура вĕсене туяннине палăртать.
Ял çыннисемпе райпо хушшинчи çыхăну çирĕп. Райпо вĕсенчен ĕне, ĕне выльăх ашне туянса Чăвашпотребсоюзăн аш-какай комбинатне ăсатать. Уншăн тĕрлĕ хатĕр аш-пăш илет.
Октябрьски райповĕнчи Кайри Шĕнерпуç суту-илỹ çурчĕпе юнашар хатĕрлев пункчĕ вырнаçнă. Пỹлĕмре типĕтнĕ эмел курăкĕсен шăрши тăрать. Ятарлă стендра пирĕн тăрăхри эмел курăкĕсем, вĕсене хăçан пуçтармалли, мĕнле типĕтмелли çинчен çырса кăтартнă.
Райпон кăçал 4 тонна типĕ эмел курăкĕ хатĕрлемелле. Октябрьски райповĕнче хуралçăра ĕçлекен М.Васильева пĕтĕм пушă вăхăтне эмел курăкĕ пуçтарас ĕçре ирттерет. Пĕлтĕр вăл ывăлĕпе 3,2 тонна эмел курăкĕ хатĕрленĕ, 150 пин тенке яхăн ĕçлесе илнĕ. Чĕртавар хатĕрлессипе ытти çемьесем те хастар. Вĕсем ачисене, мăнукĕсене çак ырă ĕçе явăçтараççĕ. Ачи-пăчи çулла урамра янккаса çỹремест, укçа мĕнле пулнине туйса ỹсет.
Çавра сĕтел хушшинче иртнĕ калаçура В.Павлов Чăвашпотребсоюз ял территорийĕсене аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывнине палăртрĕ. Кооператорсем ял çыннисен нушисене ăнланма тăрăшаççĕ. Семинар-канашлура Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ В.Павлов, Чăваш Республикин информаципе тивĕçтерекен тата массăллă коммуникацисен министрĕ А.Иванов, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников, ЧР Патшалăх Канашĕн комитечĕн председателĕ В.Рафинов, ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ В.Комиссаров тухса калаçрĕç, Чăвашпотребсоюз ялти халăха таварсемпе, пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтернин пĕлтерĕшне пысăк хак пачĕç.
Н.АЛЕКСЕЕВ.