22 июля 2017 г.
"Елчĕк районĕнчи нумай функциллĕ центр" автономи учрежденийĕ кăçалхи 6 уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ.
Паянхи кун нумай функциллĕ центрта патшалăхăн тата муниципалитетăн 173 тĕрлĕ пулăшăвне илмешкĕн май пур. Центра пыракансем валли консультаци илмелли, документсем йышăнмалли тата хатĕррисене памалли 5 "чỹрече" ĕçлет. Çак тапхăрта центрта тĕрлĕ енлĕ 10045 пулăшупа тивĕçтернĕ, çав шутран федераци шайĕнчи - 7789, республика шайĕнчи - 1081, муниципалитет шайĕнчи 491 тата ытти тĕрлĕ пулăшу. Патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕнче 263 çын ыйтăвне регистрациленĕ.
Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне нумай функциллĕ центрта йышăннă пулăшусенчен федераци бюджетне кĕнĕ патшалăх пошлини 1 миллион та 20 пин тенкĕпе танлашнă. Унăн 25 проценчĕ республика тата район бюджечĕсене таврăнать, çакă иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан 13 процент ытларах.
Л.ВИКТОРОВА,
Елчĕкри нумай функциллĕ центр ертỹçи.