22 июля 2017 г.
Мускавра регистрациленĕ
Вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ, анатри чăвашсен пĕлтĕрхи сентябрьте пулса иртнĕ учредительнăй конференцийĕнче "Самана" хаçат кăларма йышăннă. Вăл Чăваш тата Тутар Республикисенчи, Ульяновск облаçĕнчи халăх хушшинче сарăлать.
Çĕнĕ издание РСФСР Министрсен Совечĕн пичет тата массăллă информаци министерстви регистрациленĕ.
"Саманан" сăнавлă номерĕ çывăх вăхăтрах пичетленсе тухать.
А.ТИМОФЕЕВ.
Январĕн 3-мĕшĕ.
Тачă çыхăнса ĕçлеççĕ
"Колос" колхоз правленийĕ ĕне усракан граждансемпе тачă çыхăнса ĕçлет.
Çулталăк пуçламăшĕнче колхоз кашни уйрăм хуçалăхпа сĕт сутма килĕшỹ тăвать. Вĕсене утă-улăм, тĕш-тырă парса пулăшать. Сăмахран, 1990 çулта сĕт сутакан кашни çемьене утă çулмалли лаптăк уйăрса панă.
Колхозниксем те парăмра юлмарĕç. Пĕлтĕр халăхран пĕтĕмпе 2046 центнер сĕт туяннă. Ку вăл, 1989 çулхипе танлаштарсан, 271 центнер ытларах. Н.Тимофеев, Н.Васильев, А.Павлов хуçалăхĕсем хăйсенчен ытлашши сĕте 2316-2212 килограмм сутма пултарчĕç.
Н.ПЕТРОВА.
Январĕн 12-мĕшĕ.
Çĕнĕ ясли-сад
"Колос" колхоз территорийĕнче пурăнакан шкул çулне çитмен ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсен кĕтнĕ ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Ял варринчи икĕ хутлă, 140 вырăнлă "Илемпи" ясли-сад мартăн 1-мĕшĕнче пуçласа ачасене йышăнчĕ. Ăна хуçалăх хăйĕн вăйĕпе тунă.
Халĕ кунта кунĕпех ачасен хаваслă сасси пĕр самантлăха та лăпланмасть, пỹлĕмсенче ирĕк те çутă, ăшă. Хальлĕхе кунта виçĕ ушкăна 53 ача çỹрет. Çитес вăхăтра тепĕр ушкăн йĕркеленмелле.
Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă С.Якимова ертсе пыракан 18 çынлă коллектив ачасене кунта килти пекех лайăх пултăр тесе тăрăшни сисĕнет.
В.КРОТОВ. Аслă Шăхаль ялĕ.
Мартăн 16-мĕшĕ.
Ăсталăх ỹсет
Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулта картингистсен кружокне йĕркелени çулталăк анчах. Апла пулин те, В.Соколов учитель ертсе пынипе С.Евстафьев, В.Осипов, А.Архипов, А.Иванов тата ыттисем тĕрлĕрен фигурăсем туса ярăнма, картингпа пысăк хăвăртлăхпа çỹреме хăнăхса çитрĕç.
Нумаях пулмасть ачасем картинг спортне юратакансен республикăри ăмăртăвне хутшăнчĕç, хуласенчи техника клубĕсенче ăсталăх пухакансемпе тан кĕрешрĕç.
Л.ЛЕВЫЙ.
Июнĕн 4-мĕшĕ.
Ĕнерхи салтак - уйра
Кăçалхи ĕççи ытти çулхисенчен маларах килчĕ. Уйра тыр-пул пиçсе çитнĕ. Салтак яланах салтак, тенĕ евĕр, ĕнер анчах Хĕвелтухăç чиккинче службăра тăнă пограничник Коля Васильев паян "уй-хир карапĕн" штурвалĕ умĕнче. Иртен пуçласа каçчен çаврăм хыççăн çаврăм тăвать унăн комбайнĕ Çĕнĕ Эйпеç уй-хирĕнче.
Шкулта вĕреннĕ чухнех техникăна юратаканскер, çарта та çак ĕçпе тачă çыхăннă. Ăста механизатор çемйинче çуралнăскер, ашшĕн ĕçне малалла тăсать Николай.
Хăй суйласа илнĕ çул çинче ăнăçу сунас килет тантăшăма.
А.ТУМАНОВ.
Августăн 10-мĕшĕ.
Шăпа
Райпо правленийĕ колхозсене "Тухăç-90" чекпа дефицитлă (тепĕр енчен илсен - халĕ пурте дефицит) таварсемпе тивĕçтерет. Алăсенчи пỹрнесен шутне кĕрекен япаласене хапăлласах туянаççĕ ял çыннисем.
"Рассвет" колхозри профсоюз комитечĕ, акă, таварсене ĕç коллективĕсенче шăпа ярса выляттарать. Японире туса кăларнă çĕвĕ машинисен хуçисем В.Мясников слесарь, Е.Егоровăпа Г.Сергеева выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, М.Григорьева колхозница, В.Егоров бухгалтер, Л.Пташков пенсионер пулса тăнă.
Ял ĕçченĕсене çавăн пекех стенка, шифоньер, йывăç кравать сутнă.
Черетре тата мĕнле дефицит пулĕ-ши?
Н.МАЛЫШКИН.
Ноябрĕн 26-мĕшĕ.