Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçу - килĕштерсе ĕçленинче

22 июля 2017 г.

Граждансен, обществăн тата патшалăхăн ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хỹтĕлес ĕçре Раççей Федерацийĕн прокуратурин ĕçченĕсемпе пĕрле следстви комитечĕн тỹпи пысăк.

Уяв умĕн следстви комитечĕн ĕçченĕсем 2017 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Вĕсен тивĕçне преступленисен чи хăрушă категорийĕсене тĕпчесси кĕрет: çынна вĕлерни, гражданин ирĕкĕсене хĕсни, теприне арлăх тĕлĕшĕнчен ирĕксĕрлени, çынсемпе суту-илỹ туни, ĕçченсене ĕç укçи тỹлеменни, ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăхăнманни, коррупци, терроризм, экстремизм сĕмĕллĕ, вăрă-хурахла преступленисем. Следстви комитечĕн ĕçченĕсем çавăн пекех йывăр тата уйрăмах йывăр пĕтĕм преступление тĕпчеççĕ.

Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ кăçалхи ултă уйăхра преступлени тунипе çыхăннă ыйтусемпе пĕлтерỹсене пăхса тухнă май тĕрĕслев ĕçĕсем тăрăх 40 ытла уголовнăй ĕç пуçарнă, çав шутран 38-шне вĕçне çитернĕ. 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулта сотрудниксем пурĕ 50 çыннăн ыйтăвне тишкернĕ, следстви пайĕнче хăйсен ыйтăвĕпе 47 гражданина йышăннă. Уйрăмах йывăр преступлени тунипе, çавна май вилмеллех амантнипе çыхăннă уголовнăй ĕçсене тĕпчесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал теприне вĕлернипе çыхăннă 2 уголовнăй ĕçе тĕпченĕ.

Çул çитменнисен ирĕкĕсене хỹтĕлесси, коррупципе çыхăннă, должноçри çынсем тăвакан преступленисене тĕпчесе уçса парасси тĕп вырăнта.

Пурнăçлама палăртнă ĕçсем сахал мар. Граждансен, обществăн тата патшалăхăн, уйрăм çынсен ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хỹтĕлес, преступленисене уçса парас енĕпе следстви комитечĕн ĕçченĕсем тата та пахалăхлăрах ĕçлесе пыма тĕллев лартаççĕ. Ĕç кал-кал пырасси следстви пайĕн ĕçченĕсем прокуратура ĕçченĕсемпе, районсенчи полици пайĕсен сотрудникĕсемпе, йĕрке хуралĕн ытти органĕсемпе тата халăхпа килĕштерсе, тачă çыхăнса ĕçленинчен килет.

Май пулнипе усă курса сотрудниксене професси уявĕпе саламласа сывлăх, ăнăçусемпе çитĕнỹсем сунатăп.

А.ИВАНОВ,
Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн ертỹçи, юстици подполковникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика