22 июля 2017 г.
Чăваш Республикин прокурорĕн В.Пословскин хушăвне тĕпе хурса иртнĕ кунсенче районти прокуратура работникĕсем кăçалхи 1-мĕш çур çулти ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе оперативлă канашлу ирттернĕ.
Ăна район прокурорĕ В.Николаев ертсе пынă. Канашлăва Чăваш Республикин прокурорĕн аслă пулăшуçи З.Малышева, пай пуçлăхĕ Д.Васильев хутшăннă.
Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, ытти ыйтусене те хускатнă, çитĕнỹсене тата çитменлĕхсене палăртнă.
В.НИКОЛАЕВ,
Елчĕк район прокурорĕ.