Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улшăнусем кĕнĕ

22 июля 2017 г.

2016 çулхи нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексне улшăнусем кĕртнĕ.

Унпа килĕшỹллĕн çывăх çынсене çапнă е хĕненĕшĕн уголовнăй майпа айăпламаççĕ. Анчах та çакă çывăх çынна çапнăшăн е хĕненĕшĕн вуçех айăпламаççĕ тенине пĕлтермест. Ун вырăнне айăпçăна Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн 6.1.1 статйипе айăпласа 5 пин тенкĕрен пуçласа 30 пин тенкĕ таран штрафлама, 10-15 талăка арестлеме е 60-120 сехет ĕçлеттерме пултараççĕ. Енчен те айăпçă маларах теприне хĕнесе административлă майпа айăпланнă пулсан, ăна Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 116 статйипе явап тыттараççĕ. Çын хулиганла хăтланса, е политика, идеологи, наци, тĕн, курайманлăх сĕмĕпе теприн çине алă çĕклесен, ăна маларах административлă майпа айăпланманнине пăхмасăрах Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 116 статйипе айăплаççĕ.

Çапса çын сывлăхне хавшатни йывăр преступлени шутне кĕрет. Çакăншăн уголовнăй майпа айăплама пултараççĕ.

П.КОКОРЕВ,
район прокурорĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика