22 июля 2017 г.
Елчĕкри Кооператив урамĕнчи 70-мĕш "а" çуртра вырнаçнă Галина Иванова уйрăм предпринимателĕн "Кристалл" суту-илỹ çуртĕнче стиле пăхăнса тумланакан хĕрарăмсем валли тĕлĕнмелле капăр çи-пуç та сутаççĕ.
Темĕн тĕрлĕ кĕпе-сарафан, юбкăсемпе кофтăсем, пурçăн йышши е ытти пахалăхлă пусмаран çĕленĕ блузкăсем, урама уçăлма тухнă чухне тăхăнмалли костюмсен комплекчĕсене... сутакан пай суту-илỹ çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă. "Кристалл" çумĕнчи çак хушма лавккана уçнăранпа вăхăт нумаях та иртмен. Апла пулин те илемлĕ тумланма юратакан хĕрарăмсене кунта час-часах курма пулать. Кирек хăш вăхăтра ан пыр - кунта яланах çын йышлă. Мĕншĕн тесен таварĕ питех те нумай - хăвăн кĕлеткỹ çине ятуллă вырнаçаканнине, сăн-питне килĕшекеннине суйласа илме анчах пĕл. Тĕрлĕ çулхи хĕрарăм е хĕр лавккана кĕрсен хăйĕн валли килĕшекен илемлĕ çи-пуç тупма пултарасран иккĕленмелли те çук. Польша, Турци, Беларуç çĕршывĕсенче, Раççейре çĕленĕ таварсем капăр анчах мар, пахалăхĕпе те лайăх пулнине пурте ăнланаççĕ.
...Лавккана кĕрсен çулла тăхăнмалли стильлĕ кĕпесемпе блузкăсене куратăн та - хăшне те пулин туянас килсех тăрать. Çуллахи тапхăр иртсе пынине шута илсе хальхи вăхăтра кунти нумай тавара малтан палăртнă хакран чылай пĕчĕклетсе сутаççĕ. Çакна пĕлнĕ, сиснĕ хăш-пĕр çынсем юлашки кунсенче çемйипех - амăшĕсемпе хĕрĕсем хăйсене килĕшекен е малтанах "куç хывнă", кăмăлланă кĕпене, блузкăна... туянма васкаççĕ.
...Сăмах май, Галина Васильевна Иванова уйрăм предпринимателĕн "Кристалл" суту-илỹ çурчĕ çак çулсем тăршшĕпех ăнăçлă ĕçлеме пултарнипе палăрать. Районта пурăнакансемпе хăнасене тутлă апат-çимĕçпе кĕтсе илекен кафе ĕçне мĕнле йĕркелесе пынипе çынсем питех те кăмăллă. Куллен кирлĕ таварсен лавкки те çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерет.
Сăнỹкерчĕкре: Галина Иванова уйрăм предприниматель сĕнекен тавар, чăннипех, капăр та илемлĕ