22 июля 2017 г.
Елчĕк ялĕ юлашки çулсенче епле çĕнелсе улшăнни кашни утăмрах сисĕнет. Кунтах хитре скверсем, чечек клумбисем, тирпейлĕ тротуарсем пулни кашни çынна савăнтарать, чăн-чăн илемпе тата хăтлăхпа хавхаланса пурăнма хистет.
Ĕлĕк чĕркуççи таран пылчăк çăрăлнă урамсене, ишĕлекен пĕчĕк е пысăках мар варсене астăвакансем хăйсене халĕ райри пекех туяççĕ. Юмахри пек Арбат, ем-ешĕл стадионпа кашни урамрах тенĕн ỹссе ларнă ача-пăча вылямалли тата уçăлса çỹремелли площадкăсем пурне те хăйсен илемĕпе тата хăтлăхĕпе илĕртеççĕ.
Ку енĕпе Елчĕк ял тăрăхĕ те, район администрацийĕ те пуçарулăха ỹстерсех пыраççĕ. Вĕсем тăрăшнипе тасалăхпа тирпейлĕх юхăмне кашни çемье, кашни урам тата çурт хутшăнма тăрăшать. Çав илем хамăра çеç мар, ютран килекенсене те хăйĕн ытамне илет. Тен, çавна курах пулĕ, çуллахи вăхăтра, уйрăмах каникулсен кунĕсенче хула ачисем хăйсен çывăх тăванĕсем, аслашшĕ-асламăшĕсем патне канăва килеççĕ. "Санатори, кану çурчĕ, чăн-чăн лагерь пирĕншĕн Елчĕкре", - теççĕ вĕсем хăйсен ашшĕ-амăшне.
- Хамăра майлă пĕчĕкех мар район центрĕнчи чи хитре урама е çурта уйрăммăн суйласа илме пĕрре те çăмăл мар, - тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Блинов. - Пĕри пĕр енĕпе, тепри - тепĕр майлă ытларах илемлĕхпе палăрма тăрăшать. Подъездпа подъезд, хваттерпе хваттер ăмăртсах хитререх пулассишĕн, чĕрĕлĕхшĕн, тасалăхпа тирпейлĕхшĕн тупăшни куç умне тухать, чарăнса тăрсах йĕркелĕхе асăрхама тата палăртма хистет.
Иртнĕ çулта, Елчĕк ялĕн уявĕ умĕн, "Кăтартуллă нумай хваттерлĕ çурт" суйлама тытăнсан, чылайăшĕ Комсомольски урамĕнчи 10-мĕш çурт умĕнче чарăнса тăчĕç. Урампа иртсе пынă чухне те шап-шурă чечеклĕ улмуççисемпе чие е ытти хитре йывăç-тĕмсен ытамне путатăн. Картишне кĕрсен те вун-вун тĕслĕ чечексем куçа шартараççĕ. Тăкăрлăк хĕрринчи мунча е гараж таврашĕсенче те, çул хĕрринчи газон курăкĕпе витĕннĕ çерем çинче те тĕрлĕ тĕспе чуна илĕртекен чечек тĕнчине лекетĕн.
Çакна та палăртмаллах пулĕ, кунта та, ытти çĕрти пекех, тирпейлĕхе чунтан парăннă уйрăм çынсем "тĕнче тытаççĕ". Акă, Алексей Максимов пĕчченех пурăнать. Арçын кашни ир "хăйĕн территорине" кăна мар, юнашарти тротуарпа асфальта хĕлле юртан, çулла - ĕнерхи тасамарлăхпа çỹп-çапран тасатмасăр хăйĕншĕн канлĕх тупаймасть. Унпа кỹршĕллĕ Маргарита Шепинова тата... Вĕсен мунчипе сарайĕн умĕсем те, çурт таврашĕнчи пĕчĕкех мар лаптăк та чечек ăшĕнче. Вăлах газон курăкĕ ешерекен çĕре тинтерех кăна лартса чĕртнисем те, çумăрлă ăшă çанталăка пула хăвăртах çеçке çурнăскерсем, иртен-каякана хăйсен ытамне йыхравлаççĕ. Чăн-чăн дендрари, чечек куравĕ, тейĕн. Варринчи подъездра пурăнакан Серафима Кошельковăпа çуртра хальтерех тĕпленнĕ Алена Патшина та пĕр-пĕринпе тупăшсах çĕнĕрен çĕнĕ чечексем тата илем кỹрекен тĕмсем чĕртеççĕ. Çурт умĕпе тытнă картасем те, тĕрлĕ тĕспе сăрланăскерсем, кăмăла çĕклеççĕ. Хваттерсене кĕрекен подъездсен чỹречисем çинчи эрешлĕ каркăçсемпе хитре вазăсенчи чечексене хăна-вĕрле асăрхамасăр иртмест.
Çак ырăлăхпа хитрелĕх çуртра пурăнакан ытти çынсене те илем тĕнчине чĕнет, ача-пăчана та илĕртет. Ашшĕ-амăшĕ тирпейлĕхпе тасалăхшăн тăрăшнине куракан шăпăрлансем час-часах: "Ку тĕме эпĕ шăварам-ха", - тесе пĕчĕк çеç витре алла тытсан ырă ĕçе, хитрелĕхе хăнăхасси вĕсем çине те куçасса çирĕппĕнех шанатăн.
Сăнỹкерчĕкре: "Тата мĕнле çĕнĕ чечек е тĕм тупса ỹстерер-ши?" - тесе пуç ватнă вăхăтра фотообъектива лекнĕ Серафима Кошельковăпа Маргарита Шепинова пенсионеркăсем.