Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕс упрамалла

22 июля 2017 г.

Чăваш Енри тырă хранилищисенче хресчен тар кăларса туса илнĕ тырă тĕрĕс упранать-и?

Раççей ялхуçалăх надзорĕн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн специалисчĕсем республикăри тырă упрамалли хранилищĕсене тĕрĕсленĕ.

Тĕрĕслевпе асăрхав мероприятийĕсене ытларах 2015-1016 çулсенче тĕш тырă упрассинче çитменлĕхсем тупса палăртнă вырăнсенче ирттернĕ. Ку чухне упранакан тĕш тырă пробисене илнĕ, унăн пахалăхне, хăрушсăрлăхне, çавăн пекех фитосанитари тĕлĕшĕнчен карантин йĕркине пăхăннине палăртма тĕпчеве ярса панă.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче Россельхознадзорăн территори управленийĕн инспекторĕсем Чăваш Енри пĕр элеваторта урпа партийĕ тĕлĕшĕпе хăрушсăрлăх йĕркисене пăснă тĕслĕхсем пуррине палăртнă. Тĕрĕслевçĕсене апат-çимĕçре усă куракан урпан (2016 çулхи тухăç) декларацине кăтартнă. Сăнав протоколĕпе килĕшỹллĕн, ăна тĕпе хурса деклараци панă, тырă хăрушсăрлăхĕн кăтартăвĕсем пулман. Çакă ăна туса кăларнă акционерсен обществи кирлĕ таран тĕпчевсем ирттерменнине çирĕплетет. Унсăр пуçне экспертиза кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх апат-çимĕçре усă куракан урпан проби ГОСТ требованийĕсене ларман.

Çын пурнăçне тата сывлăхне сиен ан кỹтĕр тесе 20 тонна урпана апат-çимĕçре усă курма чарнă.

2013 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен Таможня пĕрлешĕвĕн "Тĕш тырă хăрушсăрлăхĕ çинчен" техника регламенчĕ вăя кĕнĕ. Унта апат-çимĕçре тата выльăх апатĕнче усă куракан тĕш тырă валли ятарлă требованисем çирĕплетнĕ, тырра мĕнле упрамаллине, турттармаллине, усă курмаллине, ĕçе ямаллине тĕплĕн палăртнă. Регламентри йĕркепе килĕшỹллĕн тĕш тырă йышăннă чухне хăрушсăрлăх требованийĕсене уйрăмах çирĕп пăхăнмалла.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Раççей ялхуçалăх надзорĕн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн пресс-секретарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика