22 июля 2017 г.
Атте-анне нихçан та асран тухмастех çав. Вĕсем тахçанах çĕре кĕнĕ пулсан та час-часах аса илетпĕр, çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн тав тăватпăр. Шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан çемьере юратупа шанчăклăх тĕп вырăн йышăнаççĕ. Çакă пулĕ ĕнтĕ вăл тăванлăх тымарĕ. Вăл çирĕп, пĕр татăлмасăр тытăнса тăтăр тесен кашнийĕн ашшĕ-амăшне яланах асра тытасчĕ.
Нумаях пулмасть Мучар ялĕнче пурăнакан Сильвестр Николаевич Красновпа тĕл пултăм. Унăн сăн-питĕнче яланах хавас та çутă кулă, вăр-вар утаканскере никам та 80 çултан иртнĕ тесе калаймĕ. Сăпайлă, типтерлĕ тумланнă, тĕл пулаканпа сăмах хушмасăр иртсе каймасть. Унăн калаçăвне итлеме те кăмăллă.
Чылай çул тăван колхозра пĕрле ĕçленĕрен вăл хастарлăхĕпе палăрса тăнине аван пĕлетĕп. Çамрăклăхĕ çăмăл килмен унăн. Сильвестр пĕр ĕçрен те ỹркенсе тăман. Çăкăр хакне, вăл çичĕ хут тар юхтармасăр пулманнине чун-чĕрипе туйнă. Выçса вилес мар тесен тăрăшмалла! Хастарлăхпа ĕçченлĕх ăна ашшĕнчен куçнă пулмалла.
Ашшĕн пурнăçĕ çăмăл килмен. Николай Семенович Краснов Мучар ялĕнче 1886 çулта çуралнă. Çамрăклах ĕç çумне çыпăçнă. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи икĕ класлă шкула пĕтерсен тинтерех кăна йĕркеленнĕ "Красный воин" колхозра тăрăшнă. Унăн ĕç стажĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче пуçланнă.
Мучар ялĕ пысăк мар. Кунта пĕр-пĕрне сăпкаранах пĕлеççĕ. Николай Краснов 1902 çулта авланнă. Арăмĕ, Александра, Аслă Таяпари Тарасовсен йăхĕнчен. Красновсен çемйи ялта хисеплĕ çынсен шутĕнче пулнă.
Колхоз йĕркеленсенех Николая уй-хир бригадин бригадирне суйланă. Çав вăхăтрах кăвакал фермин пуçлăхĕн ĕçĕсене те пурнăçласа пынă. Пĕр çулхине кăвакалсем тыр-пул юлашкийĕсене çитернĕрен (кăвакарни те лекнĕ пулĕ) вилме пуçланă. Кăвакалсене çитерме лайăхрах тырă уйăрттарас тесе ферма пуçлăхĕпе колхоз председателĕ вăрçăнсах каяççĕ. Сăмах çине сăмах... Лешĕ çав кунах Николай Краснов кăвакалсене "юри вĕлерсе пĕтерет" тесе милицие евитлет. Çав каçах пакунлисем килсе Николая лартса каяççĕ. Николай арăмĕ колхоз председательне упăшкин хутне кĕрсе чĕркуçленсе йăлăнать, шăрттанпа, эрехпе хăналать. Лешĕ шăрттана çисе, эрехне ĕçсе ярать те "халь ăна нимĕнле те çăлма çук" тесе тухса утать.
Анчах ял халăхĕ, уйрăмах Тĕмерте пурăнакан Петр Жуков тăванĕсем тăрăшнипе Николая айăпласа хупса хурасран çăлса хăвараççĕ. Çапах та председательпе çыхăннă хирĕçле лару-тăру çакăнпа анчах вĕçленмест. Юлашкинчен Николай хăйĕн çемйипе - арăмĕпе тата 6 ачипе хăй ирĕкĕпе Çĕпĕре куçса кайнă. Унта чукун çул çинче обходчикра ĕçлеме пуçлать. Анчах кунта та инкекĕ пĕрлех çỹренĕ - ĕç вăхăтĕнче иртсе пыракан поезд ăна çапса хăварса вилмеллех амантать.
Кил хуçине тирпейлесе пытарнă хыççăн Николай арăмĕ 4 ачипе (2 ачи, çул çитнисем - унтах юлнă) тăван яла таврăнать, анчах йывăр хуйха тỹсеймесĕр часах вилет. Çав çулах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланать. Вăрçă тата ун хыççăнхи 4-5 çулсенчи йывăр пурнăçа пурте куççульпе аса илеççĕ, нихçан та манма пултараймаççĕ.
Сильвестр, çемьере кĕçĕнни, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи 7 класлă шкула çỹрет. Вĕреннĕ хушăрах 15-16 çулхи каччă аслăрах ỹсĕмри платниксемпе таврари ялсене çурт хăпартма çỹрет. Вăл эрешлесе илемлетнĕ чỹрече карнизĕсене, тĕррисене паянхи кун та манмаççĕ. Çурт тунă чухне ăстасем çав эрешсене тĕпе хурса илемлетнĕ.
Пултаруллă йĕкĕт 1953-1956 çулсенче çар службинче тăнă.1956 çулта вăл çемье çавăрать. Мăшăрĕ, Маруся, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Шелтуковсен çемйинчен. Вĕсем тăрăшса çурт-йĕр, хуралтă çавăрнă. Мăшăр 5 ача - Людмила, Валера, Рена, Ангелина тата Эдик - çуратса ỹстернĕ. Çилюкпа Маруç (ялта çапла чĕнеççĕ) ачисене вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларма вăй-хал çитереççĕ. Ачисем пурте тĕрлĕ енне саланнă. Çемье çавăрнă. Валера Мускавра тĕпленнĕ, Люда - Комсомольскинче, Ангелина Мускавра шăл тухтăрĕнче тăрăшать, Эдик Çĕнĕ Шупашкарта бизнеспа ĕçлет. Рена бухгалтер специальноçне вĕренсе "Знамя", "Дружба" колхозсенче, хальхи вăхăтра "Эмметево" ОООра бухгалтерта тăрăшать. Ачисем пурте ашшĕ-амăшне хывнă - хастар, пĕр ĕçрен те пăрăнмаççĕ.
Сильвестр Николаевичăн ĕç биографийĕ вăрăм та пуян. Малтан колхозра строительсен бригадине ертсе пынă, ĕне фермин заведующийĕнче, кладовщикра вăй хунă. Унăн ĕçри хастарлăхĕ ĕне ферминче ĕçленĕ вăхăтра уйрăмах палăрнă. Хăй те ĕçрен ỹркенмен, ыттисенчен те çирĕп ыйтнă. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансене яваплăха туйса ĕçлеттернисĕр пуçне хавхалантармалли майсем шыранă, вĕсене пурнăçа кĕртсе пынă. Фермăра ĕçлекенсем эрнере пĕрре черетпе канма пултарнă. Вăл вăхăтра улăма пăспа пĕçерсе выльăхсене çемçе апатпа тăрантарнă. Çак ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланине шута илсен, чăнах та, йывăр пулнă. Пăс çинче сивĕре те ĕçлеме тивнĕ. Ĕнесем çак апата юратса çинĕ, Сильвестр Краснов ертсе пыракан колхоз ферминче сăвăм чи пысăкки пулнă. Фермăра ăста специалистсем тăрăшнă. Техник-осеменаторта А.Чернов, ветфельдшерта Я.Чернов вăй хунă. Районта çак коллектив пăру илесси пысăккипе, çамрăк выльăхсем вилесси чи пĕчĕкки пулнипе палăрнă.
"Ĕçне кура хисепĕ", - теççĕ халăхра. Сильвестр Николаевич 1978 çулта Мухтав орденне (III степень) илме тивĕçнĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура вăл. Апла пулин те ĕçсĕр лармасть. Пĕр вăхăт кỹршĕри "Труд" ялхуçалăх производство кооперативĕнче çуна-урапа, ытти ут таврашĕсене юсаса тăракан пулса тăрăшрĕ. Пушă вăхăтра çырма-çатрана çĕршер чăрăш лартать, хурт-хăмăр ĕрчетет. Мучар ялĕн старости çырма-çатрана экологи енĕпе таса тытассине хăй тивĕçĕ вырăнне хурать, ял урамне, масара тирпей-илем кĕртессипе тимлет. Общество ĕçĕсене ял çыннисене те явăçтарма тăрăшать. Йывăрлăха кĕрсе ỹкнисене сăмахпа е ĕçпе пулăшма та хирĕç мар. Вăл ял тăрăхĕнчи ветерансен организацийĕн хастар членĕ, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ.
Хăйне шанса панă кирек мĕнле ĕçе те тĕплĕн тума вĕреннĕскер, обществăлла ĕçе пурнăçлама вăхăтне те, вăй-халне те шеллемест. "Çынна ырă туни ырăпах таврăнать", - тенине асра тытать.
Пурнăç çулĕ хăй вăхăтĕнче темле тумхахлă пулсан та шав малалла утăмлать ĕç ветеранĕ. Ватăлма вăхăт çук унăн.
И.ЛЕВЫЙ.
Çирĕклĕ Шăхаль ялĕ.
Сăнỹкерчĕкре: Сильвестр Николаевичпа Мария Ивановна Валери ывăлĕпе, Римма кинĕпе тата мăнукĕпе