19 июля 2017 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ йăлана кĕнĕ канашлура тĕрлĕрен ыйтусене сỹтсе явнă.
Апла пулин те фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма кирлĕ таран апат никĕсĕ хывса хăварасси тата вырма ĕçĕсене пурнăçлама тĕплĕн хатĕрленесси хальхи вăхăтри тĕп калаçу пулса тăрать. Çанталăк условийĕсене пула кăçал выльăх апачĕ хатĕрлесси, тыр-пула пухса кĕртесси те каярах юлнине пăхмасăр ял çынни хăй умне çирĕп тĕллев илнĕ: умри йывăрлăхсене пăхмасăр, уй-хирти пуянлăха çухатусăр пухса кĕртмелле. Утă уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕ пĕтĕмлетнĕ кăтартусене тишкерес пулсан, район уй-хирĕсенче çитĕннĕ 10000 гектар лаптăкри нумай çул ỹсекен курăксен 83 процентне пухса кĕртнĕ. Çумăрлă çанталăк условийĕнче унăн ытларах пайне сенаж тума усă курнă, çапла майпа ăна çак вăхăтчен 26751 (пĕтĕмпе кирлин 80 проценчĕ) хывса хăварнă. Пурĕ 3842 тонна (55 процент) утă хатĕрленĕ. Ку ĕçе кăçал "Прогресс" АХОра уйрăмах аван йĕркеленине палăртатпăр. "Энтепе", "Яманчурино" ОООсенче тата "Комбайн" ЯХПКра та пахалăхлă утă хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çанталăк уяртнă вăхăтпа усă курса иртнĕ кунсенче пĕр çул ỹсекен курăксене çулма тухнă. Кĕтме вăхăт çук - район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов ертсе пынипе ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче вырма ĕçĕсене пурнăçлама мĕнле хатĕрленнине комиссипе тĕрĕслес ĕç те пуçланчĕ. Ĕнер вĕсем Аслă Елчĕк тата Тăрăм ял тăрăхĕсене çитсе курнă.
- Кăçал уйрăмах, вырма çăмăлпа иртмессе пурте пĕлсе тăратпăр. Пурин те чи йывăр условисенче ĕçлеме хатĕрленмелле. Уй-хирте тухăçлă çитĕннĕ тыр-пула тăкаксăр алла илессишĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен те ялхуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисемпе, специалистсемпе тан яваплă пулмалла, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин.
Уй-хирти ĕçсене пахалăхлă пурнăçласси мĕнле техникăсемпе усă курнинчен нумай килет. Çакна шута илсе районти аграрисем вĕсене кашни çул май пур таран туянма тăрăшаççĕ. Иртнĕ кунсенче района тепĕр 3 единица техника ("КСУ-1" йышши универсаллă жатка, тĕш тырă çапса тĕшĕлекен "АГРОС-560", выльăх апачĕ пухса кĕртнĕ çĕрте усă куракан "ДОН-680" комбайнсем) килсе çитнĕ.
...Чăваш Республикинчи патшалăх влаçĕн органĕсемпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсене пĕр чăмăра пĕрлештерес тĕллевпе иртнĕ шăматкун Канаш районĕнчи Асхва ялĕнче йĕркелесе ирттернĕ çуллахи 16-мĕш спартакиада кăтартăвĕсене те пĕтĕмлетрĕç. Тĕрлĕрен ăмăртусене хутшăннă 26 командăран Елчĕк районĕн команди хутăшла эстафетăра 5-мĕш вырăна тухнă. Канат туртассипе те ăнăçлă ăмăртнă. Республикăри ăмăртура район чысне Николай Петров, Петр Смирнов, Алексей Трофимов, Светлана Усанова, Виктор Федотов, Алексей Борисов, Валерий Петров, Андрей Орехов хỹтĕленĕ. Вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Петр Смирнов трибуна умне пĕрре тухса калаçнипе усă курса районти предприятисемпе организацисем ГТО нормативĕсене парассипе çак вăхăтчен мĕнле ĕçлени çинчен чарăнса тăчĕ. "МРСК Атăл - "Чăвашэнерго" ПАОн "Россети" тытăмне кĕрекен районти уйрăмĕн ĕçченĕсем Юрий Хушкин ертсе пынипе нумаях пулмасть çак яваплă ĕçе ăнăçлă хỹтĕленĕ. Районти тĕп больница, библиотека тата клуб тытăмĕнче ĕçлекенсем те ГТО нормативĕсене пама хатĕр.
Нумай функциллĕ центрăн районти директорĕ Людмила Викторова патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем паракан нумай функциллĕ центр пĕрремĕш çур çулта туса ирттернĕ ĕç-хĕлпе, районти полици пайĕн начальникĕн çумĕ Владимир Мекшеев районти оперативлă лару-тăрупа паллаштарчĕ.
Светлана АРХИПОВА.