19 июля 2017 г.
Республикăра "Шанчăклă ачалăх" ятпа акци пуçланнă.
Ăна республикăри ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина пуçарнă. Йĕркелỹ комитетне Чăваш Енри тĕрлĕ министерствăпа ведомство ĕçченĕсем, общество хастарĕсем кĕнĕ.
Акци вăхăтĕнче ачасене инкек-синкекрен сыхлас тĕллевпе профилактика мероприятийĕсем йĕркелеме палăртнă. Тĕслĕхрен, ачасене çул-йĕр правилисене пăхăнма, халăх йышлă çỹрекен вырăнсенче хăйсене тытма вĕрентĕç.Çавăн пекех нумай ачаллă, тулли мар тата усрава илнĕ çемьесемпе те ĕçлĕç.
- Ачасен пурнăçĕшĕн аслисемпе ашшĕ-амăшĕ яваплă. Пирĕн тивĕç - ачасене лайăх пурнăç условийĕсем туса парасси. "Шанчăклă ачалăх" акцие пур çын та хутшăнма пултарать. Килте те, картишĕнче те, вăйă лапамĕнче те ачасем хăйсене хỹтлĕхре туйччăр, - тенĕ Елена Сапаркина.