Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

19 июля 2017 г.

"Халăх инвентаризацийĕ"

акципе килĕшỹллĕн Елчĕк районĕнче усă курман авариллĕ объектсене тупса палăртас ĕç малалла пырать.

Утă уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне усă курман 48 пушă объект пуррине тупса палăртнă, çав шутран 6-шĕ - хуçасăр.

Аса илтеретпĕр, Елчĕк район администрацийĕн сайтĕнче хуçасăр çуртсемпе пай çĕрĕсене тупса палăртас ĕçе халăха та хутшăнтарас тĕллевпе "Хĕрỹ лини" ĕçлет. Çавна май граждансем хыпарсене 8 (83549) 2-57-30, 2-53-61 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме пултараççĕ.

М.ПАВЛОВА.

"Мана пурнăç парнеле"

акци иртнĕ районти тĕп больницăра.

Уçă алăксен кунĕнче хĕрарăмсен консультацийĕнче 230 хĕрарăма тĕрлĕ сĕнỹ-канаш панă. И.Смирнова акушер-гинеколог ача пăрахнин сиенĕ тата контрацепци мелĕсем çинчен калаçусем ирттернĕ. Çакă савăнтарать: çак тапхăрта икĕ çамрăк хĕрарăм ача çуратас тесе учета тăнă.

Борисовсен - кевер туй

Таяпа Энтринчи Валентинăпа Александр Борисовсем пурнăçа 60 çул юнашар, шăкăл-шăкăл калаçса ĕмĕрлеççĕ.

Тату та туслă çемье ял-йышра пысăк хисепре. Кил хуçи, Александр Дмитриевич, чылай çул юсавпа техника предприятийĕнче столяр пулса ĕçленĕ. Валентина Петровна тăван хуçалăхра тăрăшнă. Вĕсем пилĕк хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Паян 14 мăнукĕпе тата 9 кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ. Кевер туйпа телейлĕ мăшăра Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров тата культура ĕçченĕсем, ачисем саламланă.

Вилекенсем нумайрах

Районта кăçалхи çур çулта 60 ача кун çути курнă. 186 çын вилнĕ.

Çуралакансем вилекенсенчен çакăн чухлĕ ытларах пулни хăрушă пулăм.

Хальхи вăхăтра ашшĕ-амăшĕ ачи-пăчине ытларах Артем, Андрей, Антон, Аделина, Алина, Анна ятсем хурать. Ултă уйăхра 31 çемье мăшăрланнине регистрациленĕ. Çав вăхăтрах 13 çемье уйрăлнă. Уйрăлакансен йышĕнче çамрăксем кăна мар, 50 çултан иртнисем пурри те тĕлĕнтерет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика