Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чиркỹ - хăватлă, чиркỹре - Таса Сывлăш

19 июля 2017 г.

Чиркỹ - хăватлă, чиркỹре - Таса Сывлăш

Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ çĕнĕ чиркĕвĕ сăртлам вырăнта ларнăран аякранах алă тупанĕ çинчи пек курăнать. Чиркỹ тăрринчи хăватлă хĕрес ирхине-ирех куçа йăмăхтармалла ялкăшма тытăнни яла инкек-синкекрен, усал-тĕселтен сыхласа тăнăн туйăнать. Çынсен чун-чĕрине те лăплантарать, канăçлăх кỹрет - ĕненỹпе, шанчăкпа пурăнма çĕнĕ вăй-хал хушать.

Чиркỹ алăкĕ пуриншĕн те уçă: вăл кашни кун каç пуличченех ĕçлет, ăна çĕрлехи вăхăтра анчах хупаççĕ. Ирхине 8 сехетрен тытăнса Псалтырь, Турă Амăшне акафист вулаççĕ. Вĕсене вулама хутшăнас тесе ялти çынсем черет тăраççĕ, çавăнпа малтан расписани çырса хатĕрлеççĕ. Кĕнекене пуçласа алла тытакан çын малтанласа ăна ăнланмасса та пултарĕ. Анчах Псалтырь пек урăх нихăш кĕнеке те Турра мухтаймасть. Вăл чуншăн та усăллă. Унта çын пурнăçĕнче пулса иртекен нумай савăнăçа, асап-терте, çуралса виличчен тĕл пулнă пулăмсене чăтса ирттерме, лăплантарма пултаракан шухăшсем йĕрленеççĕ.

Чиркỹ пысăк та çутă, уяв кĕллисене çынсем йышлăн хутшăннă вăхăтра та кунта вырăн ирĕклĕ пулмалла. Праçник ячĕпе тата вилнисене асăнса çурта çутма тăнă самантра чун-чĕре савăнăçпа, мăнаçлăхпа тулнине туйса илетĕн. Турă кĕнекинче çырнă пекех: "Чиркĕве кĕрсен çын хăйне çĕр çинче мар, пĕлĕт çинче тăнăн туять", - тени аса килет. Апла пулсан эсĕ, чăннипех, Турă патне чуну туртнипе килнĕ. Малти пайри - 5 ретлĕ иконостас çинчи турăшсен умĕнче (кунта пурĕ 46 икона вырнаçнă) чарăнса тăрса хăвăн савăнăçу, асап-тертỹ пирки чуна уçса пама пултаратăн. Чиркỹре Çветтуй çĕрсенчен кỹрсе килнĕ хăватлă турăшсем нумай: Иеродиакон Паисий (Дмитриев) Афон çинчи манахсене çыртарнă, çавăнтах тасатнă Таса Турă Амăшĕн "час" илтекен тата Иверский, Италири Бар хулинчен ярса панă хăватлă ĕçсем тăвакан Çветтуй Микулай иконĕсем. Кавказри Çветтуй Георгий ячĕллĕ хĕрарăмсен мăнастирĕнчи манахсем çырнă Турă Амăшĕн "Феодоровская" тата "Всецарица" иконĕсене Владимир Меметов предприниматель парнеленĕ. Чиркỹ настоятелĕ Силуан (Козлов) иероманах палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра Лаш Таяпа чиркĕвĕ валли Мускаври Блаженная Матрона тата Петербургри Ксения аннесен турăшĕсене те çыраççĕ.

...Çĕнĕ чиркỹ иртнĕ çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче уçăлнă. Лаш Таяпа ялĕн кун-çул кĕнекинче ĕмĕрлĕхе çырăнса юлнă çак паллă пулăма престол уявне (сентябрĕн 21-мĕшĕ) кĕтсе илме хатĕрленнĕ вăхăтпа та сăлтавлама пулĕ. Кунти пĕрремĕш сăваплă кĕлле Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава, Канаш тата Тăвай епископĕ Преосвященнейший Стефан ирттерни, вĕсем чиркỹ настоятельне Силуан иероманаха малашнехи ĕçсене те Турă пулăшнипе пурнăçа кĕртме пил пани ĕмĕрлĕхех ял çыннисен асĕнче юлчĕ. Ун чухне те пире Турă пилĕпе унта хутшăнма тỹр килнĕччĕ. Халăх вăйĕпе - Турра ĕненекен ырă кăмăллă ял çыннисем пĕр шухăшлăн кар! тăрса пикеннипе çĕкленсе ларнă çак тĕлĕнмелле чаплă чиркỹ (кунта ылтăн шывĕпе сăрланă 7 купол, 8 чан вырнаçтарнă) Лаш Таяпа ялĕн 405 çулхи историйĕнче виççĕмĕш чиркỹ пулса тăчĕ. Пĕрремĕш чиркĕве вара Уделсен Департаменчĕн укçи-тенкипе усă курса 1840 çулта туса лартнă пулнă. Çапла майпа Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹре шăпах 177 çул каялла шанăç лампадипе кĕлĕ çурти çунма пуçланине шутласа кăларатпăр. 1917 çулхи Октябрьти революци Раççейри пĕтĕм халăх пурнăçне анчах мар, чиркỹ ĕç-хĕлне те тĕпрен улăштарнă. Çĕршыври влаçа большевиксем алла илнĕ хыççăн "Чиркĕве патшалăхран, шкулсене чиркỹрен уйăрасси çинчен" декрет йышăннă. Чиркĕве хирĕçле агитаци пынă вăхăтра та Лаш Таяпа прихутĕнче пурăнакан, Турра чун-чĕререн ĕненекен çынсем хăйсен кăмăлĕсене улăштарман. Ялти чиркĕве хупнă пулин те вĕсем 1933 çулта Çĕпĕртен - ссылкăран таврăннă Василий Дмитриев священник патне йышлăн çỹренĕ: вăл влаçран вăрттăн ачасене тĕне кĕртнĕ, венчет тунă, вилнисене асăннă.

Хальхи чиркỹ çумĕнче икĕ Асăну хăми вырнаçтарнă, пĕри шăпах чăн çĕрти Василий пачăшкă ячĕпе хисепленет. Василий атте 1871 çулта Лаш Таяпа ялĕнче çуралнă, чиркỹ çумĕнчи шкулта вĕреннĕ, малалла Чĕмпĕрти шкулта - И.Я.Яковлев патĕнче ăс пухнă. Тарăн пĕлỹ илессишĕн тăрăшнăскер, Чĕмпĕре çуран утса çитнĕ, ашшĕпе амăшне те каламан - вăл унта вĕсенчен вăрттăн тухса кайнă. "5" паллăсемпе анчах вĕренекене И.Я.Яковлев сĕннипе духовнăй семинарие вĕренме илнĕ. Ун хыççăн Çĕпрел районне кĕрекен Матак ялĕнче священник пулса ĕçлеме тытăннă. Синкерлĕ шăпа пачăшкăн ĕмĕтне татнă - 1929 çулта ăна арестлесе ссылкăна янă.

Василий атте 1965 çулта вилнĕ. Ялти Турра ĕненекен хĕрарăмсем вара çав-çавах унăн вилтăприйĕ умне кĕлĕ тума çỹренĕ. Анчах нумай çул хушшинче вилтăпри самай юхăннă. Силуан атте кунта ĕçлеме тытăнсан ăна çĕнĕрен тирпейлесе йĕркене кĕртнĕ, çĕнĕ хĕрес вырнаçтарнă. Вилнисене асăнмалли тĕрлĕ кунсенче тата Василий пачăшкă çуралнă, вилнĕ кунсенче те чиркỹ настоятелĕ ял çыннисене пуçтарса масар çинче лития ирттерет. Хевтесĕр çынсене унта илсе çитерме ятарласа Газель автомашина тытать. Тепĕр Асăну хăми 1920-мĕш çулсенче Улатăрти арçынсен мăнастирĕнче манаха тухнă, Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă, вăрçăран таврăнсан Чăваш Республикинчи чиркỹсенче хăй 90 çула çитичченех ĕçленĕ Серафим (Степанов) иероманах кун-çулне аса илтерет.

Совет влаçĕн çулĕсенче чиркỹ ĕçне темиçе хутчен те чарса лартнă. 1940 çулта вара ăна официаллă майпах хупнă. Çак йывăр çулсенче Серафим атте Энтепери чиркỹре служба ирттернĕ, 1934 çулта Лаш Таяпана килнĕ, анчах ăна кунта 6 уйăх анчах ĕçлеме тỹр килнĕ. 1997 çулта вăл Улатăрти тăван мăнастире каялла таврăннă. Серафим иероманаха шăпах çак çулхине кунти мăнастирте манаха тухнă Силуан атте пăхса пурăннă.

- 1999 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче Турă ăна Хăй патне илчĕ, вăл манăн алă çинчех вилсе кайрĕ, - тет Лаш Таяпа чиркĕвĕн настоятелĕ.

Тĕмер ялĕнче çуралса ỹснĕ Сергей Козлова, мĕн ачаранах чиркỹ кĕллисене итлесе çитĕннĕскере, Турă манах пулма суйласа илнĕ. Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Алексий II пилленипе вăл 16 çулта чухнех Улатăрти арçынсен мăнастирне çитнĕ. Турă ярса панă çамрăка Иеоронил архимандрит çийĕнчех асăрханă - хăйĕн хỹттине илнĕ. Пĕр çулталăкранах ăна диакона кăларнă. 18 çул тултарсан Раççей çарĕн ретне тăнă. Унта та чиркỹре Архиерей çумĕнче служба ирттерме хутшăннă. Ун хыççăн Шупашкарти арçынсен мăнастирĕнче, каярахпа Çĕмĕрле хулинчи Серафим Саровский чиркĕвĕнче диаконра ĕçленĕ. 1991 çулта Лаш Таяпара тĕне ĕненекенсен пуçарăвĕпе тепĕр хутчен кĕлĕ çуртне хăпартса лартнă.

Турă вара çак яваплă ĕçе ертсе пыма пултаракан çынна та Хăй тупса панă. Ял халăхĕ çине тăрса ыйтнине шута илсе Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава 2009 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче Силуан иероманаха Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹре настоятель пулса ĕçлеме пил панă. Çав çулах, хăш кун пулни те манăçман - авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче вăл çĕнĕ чиркỹ тумалли вырăна пиллесе тасатнă.

- Совет влаçĕн тапхăрĕнче - чиркĕве хупас умĕнхи юлашки çулсенче Серафим атте служба ирттернĕ чиркỹре çав хĕреспех малалла ĕçлеме Турă мана суйласа илни те ырра пĕлтерекен паллă пекех туйăнса тăчĕ. Çавăнпа та пулĕ чиркỹ тăвас ĕç те Турă пулăшнипе ăнса пычĕ, - тет чиркỹ настоятелĕ.

Пĕр шухăшлă, пĕр чăмăрти ял халăхĕн кăмăлĕ тинех тулнă. Лаш Таяпари кĕлĕ çурчĕ халĕ районти чи илемлĕ те чаплă чиркỹсенчен пĕри шутланать. Чиркỹ тăвас ĕçе хăвăртлатас тĕллевпе тĕне ĕненекенсем, ялти ырă кăмăллă çынсем хăйсем пултарнă таран укçа-тенкĕ парса пулăшнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ пулнă Юрий Попов, Владимир Меметов предприниматель, Князевсен ачисем - Анатолий, Олег, Николай, Виталий Егоров, Валерий Акимов, Анатолий тата Владимир Ершов предпринимательсем çĕнĕ чиркĕве çĕклесе лартассинче, Тип Тимеш ялĕн хастарĕ, Шупашкарти "ВИАЛ" компанийĕн директорĕ Виталий Смирнов тĕрлĕрен афишăсене тăвассипе нумай пулăшнă, Элĕк районĕнчи Юрий Мурзаев иконостаса вырнаçтарса панă. Владимир Меметов чиркỹ тума хăй мĕн чухлĕ укçа панине пĕлет-ши? Унсăр пуçне, ялта пулса иртекен пĕр уяв, спорт ăмăртăвĕ те унăн пулăшăвĕсĕр иртмест.

Пысăк чиркỹн карлăклă (балкон) пайĕнче халĕ пысăк библиотека вырнаçнă. Силуан атте нумай çул пухнă тĕн литератури упранать кунта. Вăл авалхи япаласене хисеплет, вĕсене пурне те типтерлĕн упрама кирлине лайăх ăнланать. Çапла майпа кивĕ шкул çуртĕнче Чăн Тĕн музейне те уçма пултарнă. Музейра иртнĕ çулталăк тăршшĕпех Афон тăвĕ çинче вырăс манахĕсем пурăнма пуçланăранпа 1000 çул çитнине халалласа пысăк курав иртнине пĕлсе Канаш Епархине кĕрекен 7 районти усрава илнĕ ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕпе воспитательсем тата ытти нумай çын Лаш Таяпа ялĕнче пулса курнă. Кăçал Октябрьти Аслă революцие туса хунăранпа 100 çул çитнине асра тытса Силуан атте ертсе пынипе библиотекăра революци хыççăн асап тỹснĕ епископсемпе священниксем, патриархсем, Турра ĕненекенсем çинчен пичетленсе тухнă кĕнекесен куравне йĕркелеме палăртаççĕ. Улатăрти, Соловецкри (Архангельск облаçĕ) мăнастирсем çинчен каласа кăтартмалли те нумай. Мĕншĕн тесен 1930-мĕш çулсенче çак мăнастирсенче тĕрмесем пулнă, унта ĕненекен çынсене хупса усранă, асаплантарнă, вĕсем вилĕм лагерĕпе танлашнă.

Чиркĕве, апатланмалли (трапезная), просфор пĕçермелли çуртсене хутса ăшăтакан çĕнĕ котельнăя тунă чухне те чиркỹ çурчĕпе килĕшỹллĕ тăвас тесе тăрăшни куç умĕнче. Вăл часовня пекех курăнать, унăн тăррине те ылтăн тĕспе çиçекен купол, хĕрес вырнаçтарнă.

- Тумалли вара тата нумай: чиркỹ администрацийĕн çуртне хăпартмалла, вăл икĕ хутлă пулмалла, тесе шутлатпăр. Унсăр пуçне, çĕнĕ чиркĕвĕн никĕсне хывнă чухне ĕлĕкхи чиркỹре ĕçленĕ тата вĕсен çывăх çыннисен чиркỹ пахчине пытарнă 7 çыннăн кĕлетке шăммисем тупăнчĕç. Халĕ пирĕн пĕтĕм халăхпа пĕрле вĕсене тепĕр хут чиркỹ пахчине пытармалла - вилнĕ çынсене канлĕх парас тесе кунта Усыпальница тума шутланă, - тет Силуан атте.

Çĕнĕ саманари чиркỹ пурнăçĕнче чиркỹре иртекен кĕлĕсене тата ачасен вырсарни шкулне ертсе пыракан Ольга Петрова та пысăк вырăн йышăнать. Вăл ялти шкулта пурĕ 34 çул вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, çав шутран 27 çул завучра вăй хунă. Шкул программине те пысăк улшăнусем кĕнĕ - литература урокĕсене суйласа илсе вĕрентме пулнă вăхăтра Ольга Ивановна Турă хушнипе ачасене шкулта Библи вĕрентме тытăннă. Силуан атте чиркỹ çумĕнче вырсарни шкулĕ йĕркелесен ăна ертсе пыма килĕшнĕ. Халĕ кунти виçĕ ушкăнра 30 ача вĕренет. Вырсарни шкулĕн вĕренекенĕсем тĕрлĕрен уявсене хутшăнаççĕ, чиркỹре иртекен кĕлĕсене юрлама тăраççĕ. Ачасене мĕн çамрăкран Турă хушнă пек пурăнма вĕрентессишĕн вырсарни шкулĕн преподавателĕсем - Любовь Петровăпа Ирина Осипова та хăйсен тивĕçлĕ тỹпине хываççĕ. Антонина Ивановна Козлова - Силуан аттен амăшĕ вара чиркỹ хорне ертсе пырать. Валентина Меметова, Петр Теренин, Людмила Александрова, Мария Александрова, Людмила Пешкумова, Мария Абдулкина, София Абдулкина тата ыттисем те чиркỹ пурнăçĕнче айккинче тăмаççĕ.

Лаш Таяпасем пĕр шухăшлă, пĕр-пĕриншĕн кар тăракан çынсем пулнине кашни тĕслĕхпе çирĕплетме пулать. Шупашкарта пурăнакан Лаш Таяпа хастарĕсем тăрăшнипе кашни çул эстрада çăлтăрĕсен чаплă концерчĕ иртет. Кăçалхипе тăваттăмĕш хут пулчĕ ыркăмăллăх концерчĕ. Унта пухăннă укçа-тенке пĕтĕмпех чиркỹ шучĕ çине куçарса панă.

- Лаш Таяпа чиркĕвĕнче Силуан атте ĕçлени халăхшăн пысăк телей, - теççĕ ял çыннисем. Вăл пуçарнипе кăçал ялти масар территорине тирпей-илем кĕртме пĕр харăс 60 çын хутшăннă. Пысăк ушкăна кунта 3 кун ĕçлемелĕх те ĕç çитнĕ. Май пулнипе усă курса масар çулне те йĕркене кĕртнĕ, ăна вак чул сарса хытарнă. Мăнкун уявĕнче ĕненекенсем турăшсем йăтса хĕреслĕ çулçỹреве тухаççĕ. Хĕреслĕ çулçỹрев вара халăха пĕрлештерет: хуйхăра та, савăнăçра та. Ялта пулса иртекен тĕрлĕрен уявсемпе спорт вăййисене, ытти ĕçсене те Силуан атте кĕл туса пехиллемесĕр пуçламаççĕ, унран пил илмесĕр çынсем çула та тухмаççĕ. Çак пархатарлă ĕçсене вăл çынсене пурне те пĕр чăмăра пĕрлештерес тĕллевпе - йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшма, ăнланма, ырă кăмăллă пулма вĕрентес тĕллевпе Турă хушнипе пурнăçлать.

Кăçал Мăнкун эрнинче Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава, Канаш тата Тăвай епископĕ Преосвященнейший Стефан Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятельне Силуан (Козлов) иероманаха чиркỹре кĕлĕсем ирттерме тытăннăранпа 20 çул çитнĕ май вырăс православи чиркĕвĕн Мускаври Даниил çветтуй кнеç медалĕпе наградăланă. Апла пулин те, Силуан атте шучĕпе, чи пысăк награда вăл - халăх юратăвĕ, шанăçĕ...

Светлана АРХИПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика