Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турă пире шăппăн шанса кĕтет

19 июля 2017 г.

Çын хăйĕн пурнăçĕнче тунă тĕрĕсмарлăх пирки каласан вăл сан çине кỹренме, çилленме пăхать. Çакна кура вăл ыттисен умĕнче те: "Турă куртăр ăна", - тет. Анчах хамăртан ыйтма та манар мар. Пĕрремĕшĕ: çийĕнчех çынна кỹрентерме тăрăшар мар, çак сăмаха нихăçан та калар мар. Иккĕмĕшĕ: Мĕншĕн Турă пире хамăрах асап парать-ши, тесе калама ăс çитерейместпĕр. Турă кашни çынна хăйĕн хăватне панă. Нихăш хуçа та хăйĕн пахчинчи улмуççине пĕр çул çимĕç паманшăнах касса пăрахмасть, тепĕр çул çимĕç парасса шанса кĕтет. Çыннăн çылăхĕ те çимĕç паман çулталăк пекех шутланать. Турă пире шăппăн шанса кĕтет. Çимĕç паман улмуççи те çимĕç паракан пулать.

Л.ВИКТОРОВА.
Çĕнĕ Пăва ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика