19 июля 2017 г.
Елчĕкри культура çуртĕнче Муслим Магомаева асăнса "Ты - моя мелодия" ятпа концерт иртрĕ.
Ăна Коми Республикинчи Патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕсем Галина тата Алексей Петровсем лартрĕç.
Залра халăх тулли. Ахальтен мар çакă. Опера юрăçисем хамăр ентешсем пулнăран, вĕсен пултарулăхĕ кăмăла килнĕрен. Ачаран сцена çинче ỹснĕ Патреккел çамрăкĕпе Алексей Петровпа тата унăн мăшăрĕпе Галинăпа куракансем маларах паллашнă. Кăрлач уйăхĕнче вĕсем паллă кинофильмсенчи юрăсене шăрантарса кăмăла çĕкленине ял çыннисем халĕ те ăшшăн аса илеççĕ.
Хальхинче Петровсем Муслим Магомаев репертуарĕнчи юрăсене янăратрĕç. Калăн, сцена çинче паллă юрăçăпа унăн мăшăрĕ, Тамара Синявская. Эпир, иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмăш çулĕсенче çуралнисем, Муслим Магомаев юррисене пластинкăпа итлесе ỹснĕ. Унăн тĕнчипе анлă сарăлнă юррисене лайăх пĕлетпĕр. Алексейĕн мăнаçлă, Галинăн янăравлă сассисем кураканăн чун-чĕрине çунат хушнăн туйăнчĕ. Халăхсен хушшинчи конкурссен лауреачĕсем тĕрлĕ оперăри юрăсене те илемлĕн шăрантарчĕç.
- Питĕ килĕшрĕ концерт. Тăван яла отпуска килсен те ентешĕсене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма вăхăт çитерни чăннипех кăмăллă. Тата та кĕтетпĕр эпир хамăр патăмăрта Чăваш Енре кăна мар, инçетре те чапа тухма пултарнă Петровсене. Чĕрĕ сасăпа юрланине час-часах илтеймĕн, - теççĕ куракансем лайăх концертшăн тăвăллăн алă çупса тав тунă май.
Тепре тĕл пуличчен, опера юрăçисем!