Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коррупци - шуйттан астарни çеç мар…

19 июля 2017 г.

"Коррупци" сăмах пĕлтерĕшне саккунçăсем: "Службăри вырăнпа пуяс тĕллевпе усă курни, взятка пани е илни, çынна коммерци тĕллевĕпе сутăн илни", - тесе ăнлантараççĕ. Пысăк суммăллă взятка илнĕшĕн преступлени тăвакана, çынна вĕлерекенпе танах - 15 çул таран тĕрмене хупма пултараççĕ.

Коррупципе çыхланасран асăрханас тата ăнсăртран саккуна пăсас мар тесен, çак усал пулăм шуйттан астарнинчен те хăрушăрах пулнине асра тытмалла.

Енчен те сиртен мĕнле те пулин ĕç туса панăшăн взятка илесшĕн пулсан, çийĕнчех право йĕркине сыхлакан органсене пĕлтермелле. Сирĕн заявленийĕре вĕсем талăкăн хуть те хăш вăхăтĕнче те йышăнма тивĕç. Чăваш Республикин прокуратурине 39-20-66, Раççейри Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министерствине 24-18-03 (е 02), Раççейри Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи управленине 58-05-82, Раççейри ФСБ Чăваш Республикинчи управленине 62-33-11, 62-15-00 телефонсемпе шăнкăравлама пултаратăр.

Коррупципе çыхăннă ĕçе полици сотрудникĕ тунине асăрхасан, Чăваш Республикин прокуратурин "вĕри линине" 39-20-66 номерпе, енчен те коррупципе прокуратура работникĕ çыхланнине пĕлсен 39-20-35 е 62-58-14 телефонсемпе шăнкăравлама сĕнетпĕр.

Коррупци вăл - хăрушă тăшман, унпа çыхланасран хытă сыхлан!

"Пĕтĕм Раççейри юристсен ассоциацийĕ" обществăлла организацин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика