Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сенаж хатĕрлеççĕ

15 июля 2017 г.

Районти ялхуçалăх предприятийĕсенче паянхи кун утă-сенаж хатĕрлес енĕпе хĕрỹ тапхăр тăрать. Çумăр чылай вăхăт чарăнманнине кура çак ĕç кăштах вăраха тăсăлчĕ.

"Прогресс" хуçалăх выльăх апачĕ хатĕрлесси çине çулсеренех пысăк тимлĕх уйăрать. Паянхи кун тĕлне кунта нумай çул ỹсекен курăксене çулас ĕçе 80 процент пурнăçланă. Хуçалăхра пĕтĕмпе 315 тонна утă, 7000 тонна сенаж хатĕрлеме палăртнă пулсан, паянхи кун тĕлне 200 тонна утă, 1700 тонна сенаж хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ.

Курăка çулнă çĕрте Владимир Воронцов, Леонид Иванов механизаторсем тăрăшаççĕ. Дмитрий Кучков, Юрий Гаврилов, Валерий Охотин, Александр Можаев паккуссенчи курăка тураса вĕтетессипе тимлеççĕ. Алексей Колсанов, Николай Романов, Андрей Смирнов, Сергей Муллин, Геннадий Выйгетов, Владимир Соловьев, Александр Егоров, Николай Мартемьянов сенажа траншейăсене турттараççĕ, Александр Николаевпа Виталий Чувайкин ăна пусарттарнă çĕрте тăрăшаççĕ.

Ĕçченсем пурте пысăк опытлă пулнăран ĕç кал-кал пырать.

Ю.ЧЕРНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика