15 июля 2017 г.
Уртаракан чир нерв тытăмне хытă сиенлет, вилĕм патне илсе çитерме пултарать.
Унпа тискер кайăксем, килти выльăх-чĕрлĕх тата çынсем чирлеме пултараççĕ. Тилĕсемпе кашкăрсем, хуçасăр çапкаланса çỹрекен йытăсемпе кушаксем чире саракансем шутланаççĕ. Ăна пуçарса яракан вирус çынна, выльăха уртаракан чирпе чирлĕ тилĕ, кушак е ытти тискер кайăк çыртсан унăн сĕлеки урлă ерет. Вирус организма лекнĕ хыççăн чир паллисем пуçланичченхи тапхăр темиçе талăкран пуçласа уйăх таранах (вăтамран 3-6 эрне) тăсăлма пултарать. Урнă йытă чылай чухне хаярланса чăрсăрланать, сĕлекине юхтарать, килтен тухса тарма тăрăшать. Хăйĕн çулĕ çинче тĕл пулнă выльăхсемпе çынсене тапăнса сиенлет. Чир аталанса пынă май йытта шалкăм çапать, апатне çăтайманнипе начарланса каять, ỹт-пĕвĕ хускалми пулса 8-11 кунран вилет.
Юлашки вăхăтра урнă йытăсен чирĕ йăваш, лăпкă иртни паллă. Ку чухне вĕсем шалкăм çапнă хыççăн 3-4 талăкранах вилеççĕ. Чирлĕ тилĕсем çынсемпе выльăх-чĕрлĕхрен хăрами пулса ялсемпе фермăсене кĕрсе нумай нуша кăтартма та пултараççĕ. Çавăнпа чирлĕ тилле çынсен хăйсем патне çывăха яма, шеллеме юрамасть. Çак вăхăтра вăл кĕтмен çĕртен çыртса илме те пултарать, ахальтен мар ăна халăхра "чее тилĕ", теççĕ. Енчен те тилĕ çынна çыртса сиенлерĕ пулсан сурана хăвăрт таса шывпа, супăньпе çумалла та вырăнти медицина учрежденине е тĕп больницăна каймалла, профилактикăлла иммунизаци курсĕ витĕр тухмалла.
Тĕрлĕрен сăлтава пула çутçанталăкра тилĕсен шучĕ çулсерен ỹссе пыни, çав вăхăтрах вĕсене тăранса пурăнма апат çителĕксĕр пулни вĕсен сывлăхне палăртмаллах хавшатать. Выçăллă-тутăллă çỹрекен тилĕсем хушшинче вара уртаракан чир те самай хăвăртрах сарăлма пултарни пуриншĕн те паллă.
Çак хăрушă чир районта ан сарăлтăр тесе патшалăх тытăмĕнчи ветеринари службинче ĕçлекенсем çулсерен тĕрлĕ мероприятисем пурнăçлаççĕ. Кăçал та 313 пуç мăйракаллă шултăра выльăха, 187 пуç сурăхпа качакана, 1925 йытта, 11 лашана килĕрен çỹресе профилактика прививкисем тунă. Çынсене тапăнса çыртса сиенленĕ 13 йытăпа 4 кушака 10-шар кун карантинра тытса тĕрĕсленĕ. Халăх хушшинче тĕрлĕрен ăнлантару ĕçĕсене те туса ирттернĕ.
Районта пурăнакан çынсене хăйсене урăхларах тытакан чĕрчунсемпе асăрхануллă пулма чĕнсе калатпăр. Вĕсене ачашласа хăвăр патăра ан илентерĕр. Иккĕлентерекен чĕрчунсене курсан вырăнсенчи ветеринари специалисчĕсене е хĕрỹ лини телефонĕсемпе: 2-55-32, 2-56-42 шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.
Л.ЛАРИОНОВА,
выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн ветеринари тухтăрĕ.