Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçа аркатать

15 июля 2017 г.

Наркотикпа тĕрлĕ психотроплă хутăшсем общество умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Раççейре наркотик серепине лекнĕ 550 пине яхăн, Чăваш Енре 3 пине яхăн çынна шута илнĕ. Наркоманипе чирлисен йышĕ Чăваш Енпе чикĕленекен Тутарстан Республикинче, Чулхула облаçĕнче ытларах пулнине палăртмалла.

Ку статистика анчах-ха. Нарколог тухтăрсен куçĕ тĕлне пулманнисен йышĕ сахал мар паллах. Хăрушă серепене ытларах 18-30 çулсенчи çамрăксем лекеççĕ. Ăс-тăн çирĕпленсе çитмен, çул çитмен ачасем те усал витĕме хăвăрт çакланаççĕ. Çемьери лару-тăру, юлташĕсен ушкăнĕ вĕсен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать.

Ача наркомани енне туртăннине çак тĕслĕхсем çирĕплетеççĕ. Вăл шкулта япăх вĕренме пуçлать, пĕтĕм япала патне интересĕ çухалать, кăмăл-туйăмĕ, ыйхă вăхăчĕ, аппетичĕ улшăнать, куç шăрçисем пĕчĕкленсе е питĕ пысăкланса каяççĕ, япалисем хушшинче шприцсемпе пакетсем курăнма пуçлаççĕ. Ача çĕнĕ юлташсем тупни тата килтен укçа-тенкĕ е ытти япала çухални сисĕнме пуçлать. Наркотикпа минренĕ çын хăйне урăхла тытать, ỹсĕр çын майлă калаçать, сăлтавсăрах кулать е çилленет, куçĕсем йăлтăртатаççĕ, ыйтусем çине тĕлли-паллисĕр хуравлать, васкаса та хĕрỹленсе калаçать. Наркотик серепине лекнисен çĕкленỹллĕ туйăмĕ вăхăтлăха анчах, унăн витĕмĕ пĕтсен çын хăйне япăх туйма, асапланма пуçлать. Вара ăна каллех çĕнĕ доза кирлĕ.

Наркологи диспансерĕнче темĕнле шăпаллă çынпа та тĕл пулма тивет. Пĕр тĕслĕх илсе кăтартас килет. Алина - 25 çулхи хĕрарăм. Упăшки наркотика пула пурнăçран ир уйрăлнă. Хĕре вăл 18 çултах наркотик тутанма хистенĕ.

- Çунатсăрах вĕçме пулать, тутанса анчах пăхатпăр, - тенĕ йĕкĕт ăна.

Çакăн хыççăн наркотик авăрне пуçĕпех путнă вĕсем, ача çуралсан та çак наркăмăш пĕрремĕш вырăнта тăнă. Хĕре институтран кăларса янă, юлташĕсемпе тăванĕсем те сивĕннĕ унран.

Вăхăтсăр ватăлнă хĕрарăмăн сывлăхĕ хавшак, пĕвер тата ытти чирсемпе аптăрать вăл, ВИЧ инфекцийĕ те пăрăнса иртмен унран.

Больницăра сипленнĕ хĕрарăм халĕ пурнăç çине пачах урăхла пăхать, иртнĕ вăхăта тата сывлăха каялла тавăрма пулманран чун-чĕререн пăшăрханать. Пĕчĕк хĕрĕ те чирлĕ унăн.

- Наркотикран уйрăлса мĕншĕн маларах сипленме пуçламарăм-ши? - яланах çак сăмахсене калать ача амăшĕ.

Хаклă ашшĕ-амăшĕ! Ачасемпе питĕ тимлĕ пуласчĕ, вĕсене ача садне çỹренĕ вăхăтранах упраса сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасчĕ, наркотик тата ытти киревсĕр йăласен сиенĕ пирки час-часах аса илтересчĕ, пушă вăхăтне усăллă ирттерме пулăшасчĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах тĕрлĕ кружока е секцие çỹреччĕр вĕсем, спортпа туслă пулччăр.

Енчен те сирĕн çывăх çын наркотик авăрне лекрĕ пулсан, пĕр тăхтаса тăмасăр Шупашкар хулинче Пирогов урамĕнче (6-мĕш çурт) вырнаçнă Республикăри наркологи диспансерне пыма сĕнетпĕр. Чирлисене тата вĕсен çывăх çыннисене пулăшу пама условисем çителĕклĕ кунта. Пысăк опытлă нарколог тухтăрсем, психологсем тата ытти ăста специалистсем тăрăшаççĕ больницăра. Медицина пулăшăвĕ панисĕр пуçне ĕç, вăхăтлăха пурăнмалли кĕтес тупса парассипе те тимлетпĕр. Реабилитаци уйрăмĕнчех анонимлă ушкăнсем те ĕçлеççĕ. Ыйтусем çуралсан 23-41-82, 58-03-84 номерсемпе шăнкăравлама сĕнетпĕр.

А.АНДРЕЕВА,
республикăри наркологи диспансерĕн реабилитаци уйрăмĕн заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика