15 июля 2017 г.
Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакан Зинаида Петровна Портновăпа темиçе çул каялла "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçласан паллашма тỹр килнĕччĕ. Хаçатра пичетлес тĕллевпе сăвăсен пуххине редакцине илсе килнĕ хĕрарăм алăк урлă каçсанах пỹлĕм хĕвел çути кĕнĕ евĕр çуталчĕ тейĕн. Вăл васкамасăр çепĕççĕн сăмахланă май сасси чуна лăпкăлăх кỹрсе тăнине туйса илтĕм. Çак çулсем хушшинче Зинаида Петровнăпа çывăхрах паллашрăмăр. Унăн паянхи пурнăçăн çивĕч ыйтăвĕсене çĕклекен, чун-чĕре витĕр сăрхăнса ытарлăн çырăннă тарăн шухăшлă сăввисем мана анчах мар, вулакансене те питĕ килĕшнине асăрхарăм вăхăт иртнĕçемĕн.
1948 çулхи чỹк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимешри Анна Григорьевнăпа Петр Леонтьевич Леонтьевсен çемйинче кун çути курнă Зинаида. Çемьере 7 ачаран чи кĕçĕнни пулнă вăл. Ĕçе юратакан тирпейлĕ çемьере çитĕннĕскер хăй те çамрăкранах ĕç çумне çыпăçнă. Шкулта "5" паллăсемпе вĕреннĕ хĕрача пур мероприятире те хастарлăхпа палăрнă. Ахальтен мар шкулти хастар активисткăна пионерсен дружина канашне ертсе пыма шаннă. Шкул хыççăн Çĕрпỹ хулинчи культура çутĕç училищинче вĕренсе библиотекарь профессине алла илнĕ мал ĕмĕтлĕ хĕр. Яла таврăнсан хăй тăрăшнипе уçнă Аслă Пăла Тимешри библиотекăра ĕçлеме пуçланă. Ĕçчен те правур Зинăна пĕр ял каччи Иван Портнов куç хывнă. Спортпа туслă тĕреклĕ йĕкĕт йывăр атлетикăна кăмăлланă. Каччă çар ретне тăричченех мăшăрланнă вĕсем. Салтак тивĕçне Тинĕс Çар Флотĕнче пурнăçланă хыççăн моряк пĕр тăхтаса тăмасăр çамрăк арăм патне васканă. Çак виçĕ çул хушшинче вĕсен юратăвĕпе туслăхĕ тата та çирĕпленнĕ. Сăмах май, çамрăксем пĕрлешнĕ вăхăтра тĕп килте Иванăн ашшĕпе амăшĕ, ашшĕн икĕ аппăшĕпе аппăшĕн хĕрĕ пурăннă. Ватлăхри тĕрекĕ пулса хăйсене тивĕçлĕ пăхнăшăн вĕсем пурăннă вăхăтра Иван Ивановичпа Зинаида Петровнăна ырлăхпа-сывлăхпа пурăнма сунса сахал мар пил сăмахĕ каланă. 1967 çулта пĕр çемье тĕвĕлесе пурнăç сукмакĕ тăрăх шăкăл-шăкăл калаçса, пĕрне-пĕри çур сăмахран ăнланса тата упраса 50 çул пĕрле утăмлакан Портновсен пурнăçĕнче ваттисен пехилĕн витĕмĕ те пурах ĕнтĕ. Пĕрлешнĕ хыççăн кăштах пурăнсан Портновсем 1975 çулта ваттисен пулăшăвĕпе тата хăйсен тăрăшулăхĕпе тĕп килте хăтлă та капмар çурт хăпартма вăй çитернĕ. Иван - сакăр ачине тивĕçлĕ воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă Раиса Андреевнăпа Иван Осипович Портновсен кĕçĕн ачи пулнă. Шкул хыççăн Караганда хулинче сварщик профессине алла илнĕ вăл, ун хыççăн чылай çул "Победа" хуçалăхра сварщикра тăрăшнă, каярах ялти "Çăлкуç" ача садĕнче тĕрлĕ ĕçре ĕçленĕ. Ăста сварщик хуçалăхра кирлĕ кашни япалана хăй аллипе ăсталать: теплица, тимĕр карта, мотоблок урапи тата ыттине те. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Иван Иванович 70 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Зинаида Петровна библиотекăра 21 çул тăрăшнă. 1987 çулта ялта "Çăлкуç" ача садне уçнă хыççăн кунта ертỹçĕ пулма çирĕплетнĕ ăна. Çĕнĕ вырăна куçсан пĕлĕвне малалла ỹстерме тĕллев лартнă мал ĕмĕтлĕ, кирек епле тивĕçе те чунне парса пурнăçлакан З.Портнова Мускаври аслă шкулта куçăмсăр майпа вĕренсе воспитатель профессине алла илнĕ.
Портновсен туслă та телейлĕ çемйинче 5 ача пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхĕпе тĕрĕс воспитани илсе çитĕннĕ вĕсем кашниех, аслисене кура çамрăкранах ĕç çумне çыпăçнă. Çавна май хуçалăхра пур ачан та хăйсен тĕп тивĕçĕ пулнă.
- Хисеплĕ те юратнă аттепе анне пире, ачисене, чунтан ăнланакан тата ялан пулăшма хатĕр çынсем. Чĕрисен ăшши ыттисемшĕн те çитет вĕсен. Анне хĕрарăмăн кил-çуртри пур ĕçне те тĕплĕн тăвать, чун ăшши тапса тăрать вăл пурнăçланă ĕçсенче. Атте вара хуçалăхри арçын ĕçĕсене йăлтах хăй пурнăçлать. Вĕсем иккĕшĕ те пирĕн пурнăçăмăрти тĕрекĕмĕр. Кун çути парнелесе тивĕçлĕ воспитани панăшăн, телейлĕ ачалăх парнеленĕшĕн эпир вĕсен умĕнче пуçăмăрсене çĕре çити тайса пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Ачăрсемпе мăнукăрсене нумай-нумай çул савăнтарса, ырă канаш-сĕнỹпе пулăшса тата вăй-хăват парса пурăнма сывлăх пултăр сирĕн, аттепе анне, - теççĕ ачисем.
Ырă йывăç ырă çимĕç парать. Зинаида Петровнăпа Иван Иванович Сергей ывăлĕн çемйипе пĕр-пĕрне ăнланса тата килĕшỹре 19 çул пурăнаççĕ. Сергей Мускавра тăрăшать, Ирина кинĕ - таврари ăста çĕвĕç. Кинĕпе пăянамăшĕ пĕрремĕш кунранах пĕр чĕлхе тупнă, кил-тĕрĕшри кашни ĕçе пĕрле канашласа пурнăçлаççĕ вĕсем. Çемьере çитĕнекен виçĕ ывăл - Андрей, Никита, Александр ашшĕпе-амăшĕн, çав вăхăтрах аслашшĕпе асламăшĕн чун-чĕре йăпанăçĕ. Андрей кăçал Елчĕк шкулĕнчен 11-мĕш класран вĕренсе тухрĕ, вĕренỹре "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пынăскер, хĕрлĕ аттестата тивĕçрĕ. Никита 8-мĕш класс пĕтернĕ, Александр - пилĕк çулта.
Çемьери иккĕмĕш ача Марина амăшĕн çулĕпе кайнă - библиотекарь профессине алла илсе пĕр хушă вулавăшра тăрăшнă. Унăн мăшăрĕ - Алексей Елчĕкри шалти ĕçсен пайĕнче водительте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Карсаковсен Ананий ывăлĕ Шупашкарти çыхăну техникумне пĕтернĕ хыççăн çар тивĕçне Иваново хулинчи сывлăш десант çарĕсенче пурнăçланă, хальхи вăхăтра Мускавра ĕçлет. Портновсен Иринăпа Венера хĕрĕсем вара пурнăçне медицинăпа çыхăнтарнă. Ульяновск хулинче медучилищĕре медсестра специальноçне алла илнĕ Ирина тата унăн мăшăрĕ Дмитрий Васильевич Ковалев тухтăр хирург паянхи кун Федерацин Шупашкарти травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче тăрăшаççĕ. Мăшăр икĕ хĕр - Софийăпа Дария - çитĕнтерет. Венера вара Шупашкарти Илья Николаевич Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе тухтăр профессине алла илнĕ, вăл та маларах асăннă центрта лаборатори уйăрмĕнче тухтăрта вăй хурать. Венерăн мăшăрĕ Алексей - полици майорĕ, Никифоровсен çемйинче икĕ ывăл - Артур тата Архип çитĕнеççĕ. Шел пулин те, Портновсен кĕçĕн ывăлĕ Алексей сарăмсăр вилĕме пула пурнăçран питĕ ир уйрăлса кайнă. Çак пысăк çухату ашшĕ-амăшĕн, пиччĕшĕпе аппăшĕсен чĕрисенче нихăçан тỹрленми пысăк суран хăварни каламасăрах паллă. Йывăр тăпри çăмăл пултăр унăн.
Ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ Зинаида Петровнăпа Иван Иванович иккĕшĕ те ялти ятлă-сумлă çынсем. Обществăлла ĕçре яланах хастар вĕсем. З.Портнова, сăмахран, чылай çул Аслă Пăла Тимешри хĕрарăмсен канашне ертсе пырать.
- Ăшпиллĕ, тарават Зинаида Петровна вырăнти хĕрарăмсене пĕр тĕвве пуçтарса хавхалантарма, вĕсен тĕрлĕ енлĕ интересĕсене асăрхаса малалла аталантарма, кулленхи пурнăçĕнче савăнăçпа илĕртỹлĕх кĕртме пултаракан çынсенчен пĕри. Çакăн евĕр этемсем пулнăран интереслĕ пирĕн пурнăç, - çапларах пĕлтерет Зинаида Портнова пирки хĕрарăмсен районти канашĕн ертỹçи Евгения Михайлова.
Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх - ĕне, хур-кăвакал, чăх-чĕп усраççĕ Портновсем. Ватлăхра 4 ачипе тата 8 мăнукĕпе, вĕсен савăнăç-çитĕнĕвĕсемпе хавхаланаççĕ. Ылтăн туй ячĕпе çывăх çыннисене ачисемпе мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем чун-чĕререн саламласа ырлăх-сывлăх, телей, канлĕ ватлăх сунаççĕ.
Е.ПЕТРОВА.
Сăнỹкерчĕкре: Зинаидăпа Иван Портновсем.