15 июля 2017 г.
Çамрăклăх - чи илĕртỹллĕ те асамлă вăхăт. Çак ỹсĕм пурнăçри паллă пулăмсемпе пуян: шкул пĕтерни, пурнăç çулĕ çине тăни, професси суйласа илни, çемье çавăрни, ача-пăча çурални тата ытти те.
2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче 14-30 çулсенчи 236 пин çамрăк (çакă халăхăн пĕтĕмĕшле йышĕн 20 проценчĕ) пурăннине шута илнĕ, çав шутран 161 пинĕшĕ (68 процент) - хулара, 75 пинĕшĕ - (32 процент) ялта пурăнать.
Республикăра 14-29 çулсенчи 1000 каччăна 980 хĕр тивет. Çамрăксен пысăк пайĕ пĕлỹ енне туртăнни - 2016-2017 вĕренỹ çулĕсенче 17 аслă шкулта 36 пин студент вĕренни паллă. Професси пĕлĕвĕ паракан ытти вĕренỹ организацийĕсенче (филиалсене шута илсен) 27 пин яш-кĕрĕм пĕлỹ илнĕ. 2016 çулта ялсенчи 7 пин çамрăк хулана пурăнма куçнă.
Статистика кăтартăвĕсем 15-19 çулсенчи çамрăксен 92 проценчĕ, 20-24 çултисен - 79 проценчĕ, 25-29 çултисен 60 проценчĕ табак туртманнине çирĕплетеççĕ. 15-19 çулсенчи çамрăксен - 90 проценчĕ, 20-24 çултисен - 48 проценчĕ, 25-29 çултисен 31 проценчĕ эрех-сăра тутанман.