15 июля 2017 г.
Ача çуралса аталаннă май ăна йĕркеллĕн утма, калаçма, шухăшлама, тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама яланах пулăшса, вĕрентсе пымалла. Эпир çакна хаваспах пурнăçлатпăр. Ачасене вĕрентсе çын тума нумай çул, вăй-хал кирли никамшăн та çĕнĕлĕх мар.
Пуç миминче юн йĕркеллĕ çỹреме пăрахнине пула шалкăм çапнă çынна та пĕчĕк ачана вĕрентнĕ пекех çĕнĕрен утма, калаçма хăнăхтармалла. Çакна пурнăçлама нумай вăхăт, вăй-хал, чăтăмлăх кирлĕ. Анчах та нумай чухне инсульт хыççăн тăванĕсен те, чирлĕ çыннăн та шанчăк пĕтет. Тĕрĕссипе вара чирлĕ çын хăй тăрăшсан, ăна пăхса, пулăшса тăрсан нумай чухне питĕ йывăр чирлисем те ура çине тăма пултараççĕ.
Инсульт хыççăн тỹрех тăрса ларма е ура çине тăма юрамасть. Чи малтанах ансат та пĕчĕк хусканусенчен пуçлас пулать: алă-урари пỹрнесене хускатасси, вырăн çинче енчен енне çаврăнма тата ыттисене те хăнăхасси. Ура çине тăма пуçласан вара майĕпен утăм хыççăн утăм тумалла (ходунокпа е çын пулăшнипе). Малтанлăха алăсем е урасем пачах та итлемĕç е питĕ начар ĕçлĕç, анчах та çине тăрсан, чирлĕ çын хăй е ăна пăхакансем тăрăшуллă пулсан ура çине тăма пулатех. Йывăр инсульт пулнă çын малашне ĕç патне пыраймĕ. Анчах та вырăн çинче выртиччен хамăр урапа пỹртре е картишĕнче утса çỹрени аванрах. Паллах, пĕр эрнере е пĕр уйăхра пулакан япала мар ку, темиçе уйăха е 1-2 çула та пыма пултарать.
Инсульт пуç мимин сулахай енне амантрĕ пулсан сылтăм ал-ура ĕçлейми пулать. Çын калаçаймасть, е уйрăм темиçе сăмах çеç калать, кирлĕ сăмахсене аса илеймест. Çакăн пек чухне пĕчĕк ача пек кашни саспаллине, сăмаха çĕнĕрен вĕренмелле, логопедпа канашламалла. Юлашки çулсенче Шупашкарти республика больницинче инсульт хыççăн ал-ура ĕçлейменнисене, чĕлхе итлеменнине сиплеме ятарлă уйрăм та уçнă. Чирлĕ çынсемпе унта логопедсем те ĕçлеççĕ. Хăвăртрах ура çине тăрас, организма тĕреклетес тесен шалкăм çапнă çыннăн гимнастикăпа, массажпа çеç мар, ытти эмелсемпе те сипленмелле. Малтанхи çул 3 сиплев курсĕнчен кая мар тумалла. Юлашки çулсенче инсультран сипленме цитофлавин текен эмелпе анлăн усă куратпăр. Больницăра выртнă вăхăтра системăсемпе сиплетпĕр пулсан, кайран килте кунне 1 таблетка виçĕ хут ĕçсе тăрсан лайăх. Икĕ уйăх каннă хыççăн тата тепĕр уйăх ĕçме юрать. Унсăр пуçне мексидол, милдронат текен эмелсем те аван пулăшаççĕ.
Тата çакна калас килет. Нумай чухне çынсем больницăран тухсан халь ман юн пусăмĕ лайăх тесе малалла таблеткăсем пачах ĕçме пăрахаççĕ. Çавна пула юн пусăмĕ тепре ỹссе каять, каллех шалкăм çапас хăрушлăх сиксе тухать. Асра тытăр, юн пусăмĕ ỹснине тĕппипех сыватма çук. Çыннăн яланах, кашни кун юн пусăмне чакарма эмелсем ĕçмелле. Килте юн пусăмне виçекен аппарат туянмалла, участок врачĕ патĕнче пулсах тăмалла. Тухтăр сĕнĕвĕсене тĕплĕн пурнăçламалла.
Р.ТРОФИМОВА,
районти тĕп больницăри невролог.