Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Профилактика ĕçĕн витĕмĕ пысăк

15 июля 2017 г.

ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕ çур çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе канашлу ирттерчĕ. Унта асăннă уйрăмăн, Елчĕк районĕнчи полици пайĕн сотрудникĕсем, Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин республикăри представителĕ Илья Воробьев, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый, Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи Владимир Николаевпа Василий Николаев прокурорсем хутшăнчĕç.

Кăçалхи çур çулта Комсомольски тата Елчĕк районĕсен территорийĕнче 137 преступлени тунине тупса палăртнă. Елчĕк районĕпе илес пулсан, кăçалхи 6 уйăхра пурĕ 52 преступлени (иртнĕ çулхи çак тапхăрта та 52 преступлени) тунине регистрациленĕ. Преступленисене пĕтĕмĕшле уçса параслăх 95,3 процентпа (пĕлтĕр 97,8 процентпа) танлашнă. Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче административлă право йĕркине пăснă 266 тĕслĕхе тупса палăртнă. Отчетлă тапхăрта уйрăмах йывăр пĕр преступлени те регистрацилемен. Йывăр, вăтам, йывăрах мар, ют пурлăха вăрлассипе тата ултавпа çыхăннă преступленисем ỹснĕ. Юлашки вăхăтра халăх карас телефонĕпе е электрон хатĕрсемпе усă курса укçа-тенкĕ вăрлакан преступниксенчен хур тỹснине час-часах илтме пулать. Ултавлă майпа вĕсем граждансен тĕрлĕ счечĕсем çинчен электронлă майпа укçа-тенкĕ вăрлаççĕ, е иккĕмĕшсем укçи-тенкине хăйсемех куçарса параççĕ. Шăпах çак çивĕч ыйтăва анлăн хускатрĕç канашлăва хутшăннисем. Полици начальникĕн çумĕ Илья Воробьев палăртнă тăрăх, преступленисем ытларах халăх пластик карточкăсемпе усă курнă чухне сыхлăх йĕркисене уяманнипе, чылай чухне вăрттăн кодсене ыттисене пĕлтернипе пулаççĕ. Çакăн евĕр преступлени кăçал пирĕн районта та пулнă. Района вĕренỹ практикине килнĕ пĕр хĕр "ВКонтакте" сайтра чи çывăх юлташĕнчен çакăн евĕр хыпар илнĕ: "Хамăн банк картти çине укçа-тенкĕ куçарма май килмест, вăхăтлăха сан картту çине куçарасшăн укçана. Мана карта номерĕпе кодне çырса пĕлтер-ха". Карта номерĕпе кодне çырса пĕлтернĕ хыççăн хĕрачан картти çинчен 6000 тенкĕ çухалнă. Çыру çыраканĕ пачах та юлташĕ мар, унăн страницине çĕмĕрсе кĕрсе унпа усă курнă преступник пулнине кайран анчах пĕлнĕ çакскер.

Юлашки вăхăтра укçа вăрламалли çак меслет те вăй илнĕ. Чи малтанах телефон çине СМС килет. Ăна уçса вуласан ултавçăсем хакерла программăсемпе усă курса "Сбербанк онлайн" урлă телефон хуçин карточки çинчи укçана самантрах хăйсен кĕсйине кĕртеççĕ. Сăлтавĕ - СМС вируслă пулнинче. Çак тĕслĕхре банксем клиентсен укçи-тенкишĕн яваплăха туйманни пысăк чăрмав кăларса тăратать.

Илья Воробьев çавăн пекех ăнăçсăр çемьесемпе, вĕсенче çитĕнекен ачасемпе, тепĕр хут преступлени çулĕ çине тăрас хăрушлăх кăларса тăратакан çынсемпе уйрăмах тимлĕ пулмаллине, ку енĕпе профилактика ĕçĕсем пурнăçламаллине палăртрĕ. Нумаях пулмасть Çĕрпỹре пулса иртнĕ преступлени республикăри нумай çын чĕрине хускатрĕ. Тăр кăнтăрлах 11 çулхи хĕрача çухалнă текен хыпар халăх хушшинче самантрах сарăлчĕ. Нумай çын ĕçне пăрахса хĕрачана шырама тухнă. Малтанлăха ăна килĕнчен тухса тарнă пулĕ тесе те шутланă. Ашшĕ аварире вилнĕ хыççăн амăшĕ эрех-сăра ăшне путнăран çемье ăнăçсăррисен шутне кĕнĕ. Анчах та тивĕçлĕ органсем çемьене шута илмен, унта çитĕнекен ачасем çине тимлĕх уйăрман. Çемьене кану лагерьне кайма путевка уйăрнă пулсан та ачасем каникул вăхăчĕсене килĕсенчех ирттернĕ. Темиçе кун иртсен тин хĕрачан виллине гаражра асăрханă. Çын вĕлерекен вара 23 çулхи ниçта та ĕçлемен, маларах та судпа айăпланнă наркоман пулни палăрнă. Вăл хĕрачана вăрттăн алăкран гаража илсе кĕртнĕ те унтах унăн пурнăçне татнă. Ертỹçĕ шухăшĕпе, право хуралĕн органĕсем асăннă çынпа профилактика ĕçĕсем пурнăçланă, инкеке сирсе яма тивĕçлĕ мерăсем йышăннă пулсан, тен, синкек пулман та пулĕччĕ.

Канашлăва хутшăннисем ытти чылай çивĕч ыйтăва çĕклерĕç, право хурал органĕсен ĕçченĕсен коррупци сĕмĕллĕ преступленисене тупса палăртассипе, халăх хушшинче ăнлантару тата профилактика ĕçĕсем пурнăçлассипе çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕç. Тепĕр ырă шухăш çинче те чарăнса тăчĕç ертỹçĕсем. Республикăра кашни уйăхра иртекен Пĕрлехи информаци кунне тĕслĕх вырăнне хурса мĕншĕн районсенче эрнере пĕр хут информаци кунĕ ирттермелле мар? Çакăн евĕр тĕлпулусенче халăх шухăшне, ăна мĕн пăшăрхантарнине пĕлнисĕр пуçне тĕрлĕ темăпа калаçусем йĕркелеме тата ăнлантару ĕçĕ ирттерме пулать.

Е.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика