12 июля 2017 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура паянхи çанталăк условийĕ кăларса тăратнă лару-тăрура фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма кирлĕ таран апат никĕсĕ хывса хăварасси пирки çивĕч калаçу пуçарчĕ.
Çак вăхăтра ял çыннишĕн кирлĕрех урăх ыйту пулма та пултараймĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та ахальтен мар республикăри район, хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе, регионти ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертỹçисемпе ирттернĕ видеоканашлура Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствине, патшалăх ветеринари службине, районсен ертỹлĕхне çанталăка пула тухса тăнă йывăрлăхсене пăхмасăр, фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма пахалăхлă апат хатĕрлесе хăварасси çине пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă. "Пирĕн кирек епле йывăрлăха та татса пама пĕлмелле, ĕçе туллин пурнăçлассишĕн çине тăрса ĕçлемелле", - тенĕ вăл.
Çăмăл мар лару-тăрура районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлессипе мĕнле ĕçлени çинчен район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов чарăнса тăчĕ. Утă уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмлетнĕ кăтартусене тишкерес пулсан, ĕне выльăхсене хĕл кунĕсенче тăрантарма 18000 тонна (пĕтĕмпе кирлин 55 проценчĕ чухлĕ) сенаж хатĕрленĕ. Ир тăрса ĕçлекенĕн çухалнă мулĕ тупăннă тенĕ евĕр, выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе чи лайăх вăхăтра, кая юлмасăр пуçăннă "Сатурн", "Рассвет" ЯХПКсенче хăйсене кирлинчен те ытларах сенаж хатĕрлесе хăварма пултарнă. "Яманчурино", "Победа" ОООсенче, "Комбайн", Ленин ячĕллĕ ЯХПКсенче те нумай çул ỹсекен курăксен пысăк пайне çумăр чарăнмасăр лỹшкеме тытăниччен çулса кушăхтарма, сенажа хатĕрлесе хăварма ĕлкĕрнĕ. Çав вăхăтрах "Колос" ЯХПКра сенаж хатĕрлеме тытăнман та. Малтан техники пулман, халĕ çанталăкĕ çумăра кайрĕ. "Кушка" ЯХПКри лару-тăру та япăх.
Ку çанталăк условийĕнче, паллă, пахалăхлă утă хатĕрлеме çăмăл мар. Апла пулин те нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнинчен районĕпе 2150 тонна (25 процент), çав шутран "Прогресс" АХОра пĕтĕмпе кирлин - 63, "Яманчурино" ОООра 48 проценчĕ чухлĕ утă хатĕрленĕ.
Апла пулин те район администрацийĕн пуçлăхне Николай Миллина, пурнăç тути-масине лайăх ăнланакан çынна, уй-хирти ĕçсене малашне епле йĕркелесе пырасси канăç памасть. "Тыр-пула епле пухса кĕртĕпĕр? Мĕншĕн тесен пирĕн районти чухлĕ нумай тĕш тырă лаптăкĕ - 22000 гектар республикипе те урăх çук. Унсăр пуçне, 5100 гектар йышăнакан пĕр çул ỹсекен курăксене те çулма вăхăт çитнĕ - анасем çине пырса кĕме çук - йĕпе, ура путать. 39 çул каяллахи - 1978 çулхи пек çанталăкпа тепĕр хут тĕл пуласран чун хăрать", - тет вăл.
Тыр-пул шăпи, чăннипех, пăшăрхантарать. Çумăрлă çанталăка пула вырмана та кая юлса тухатпăр. Ытти çулсенче Питрав хыççăн ĕç çи пуçланнă - кĕр тыррисене вырма тухнă. Паян вара уй-хире хăçан тухассине никам та татăклăн палăртса калаймĕ - пĕтĕмпех çанталăкран килет. Район администрацийĕн пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, кăçалхи лару-тăрура вырмари ĕçе кал-кал йĕркелесе пыма çăмăл пулмĕ. Мĕншĕн тесен çакăн чухлĕ çумăр лỹшкентернĕ хыççăн нумай лаптăка çумкурăк пусса илме пултарать, ку анасенчи тырра тỹррĕн çапса тĕшĕлеме те май килмĕ - малтан вырса кушăхтармалла. "Йывăрлăхсене пĕрлехи вăйпа çĕнтермелле. Пирĕн урăхла май та çук. Мĕншĕн тесен çакăн чухлĕ вăя, пуянлăха эпир ниепле те çухатма пултараймастпăр. Çакăншăн пире каçару та пулмĕ", - терĕ Николай Миллин.
Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен районти центр директорĕ Евгения Михайлова пĕрремĕш çур çулта туса ирттернĕ ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ, Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн начальникĕ Оксана Такмакова вар-хырăм инфекцийĕсем çинчен, чир-чĕртен сыхланасси пирки асăрхаттарчĕ.
Светлана АРХИПОВА.