12 июля 2017 г.
Район территорийĕнчи çулсене юсассишĕн, çĕнетессишĕн яваплă пулса тăракан ДПМК "Яльчикское" предприятири çул-йĕр ĕçченĕсен çуркунне пуçланнăранпах пĕр канăçлă вăхăт çук. Çакăншăн вĕсем пĕрре те ỹпкелешсе калаçмаççĕ. Пачах тепĕр майлă, ĕç нумай пулни вĕсене хавхалантарать анчах, мал ĕмĕтпе пурăнма хистет.
Хальхи вăхăтра пĕр ушкăн яра куна Яманчỹрел - Кавал маршрутлă çул çинче ирттерет. Вĕсем Çĕнĕ Эйпеçпе Исеккел ялĕсене çыхăнтаракан (унăн инçĕшĕ 4 çухрăм) çула, юлашки çулсенче самай ванса-çĕмĕрĕлсе пĕтнĕскере, тĕплĕн юсама пикеннĕ.
Çул-йĕр ĕçченĕсен тепĕр ушкăнĕ Патреккел ялĕнчи Восточная, Северная урамсенче (2 çухрăм ытла) хытарнă çул сарассипе тимлет. Проектпа смета хакĕ те йỹнĕ мар - 17 миллион тенке тивĕçекен объектри ĕç пысăк яваплăх та ыйтать: малтан кунта хăйăр, ун хыççăн вак чул сараççĕ, виççĕмĕш сий - вĕри битумпа сапса витереççĕ.
Сăнỹкерчĕкре: ДПМК "Яльчикское" предприятири çул-йĕр ĕçченĕсем: Сергей Никифоров, Надежда Синева, Петр Шепилов, Виталий Харлампьев тата Николай Печков.