12 июля 2017 г.
Пĕтĕм тĕнчери "Пурçăн çул" автораллие хутшăнакансем утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ене çитнĕ. Ăмăртăвăн пĕрремĕш тапхăрĕ шăпах çакăнта иртнĕ.
Автогонщиксем аэропорт çывăхĕнче вырнаçтарнă палаткăсен хулине çĕр каçма чарăннă. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çитсе курнă. Вăл çак сумлă ăмăртăва пирĕн республика пĕрремĕш хут йышăннине палăртнă. "Историллĕ пулăм ку пирĕншĕн, Чăваш Ен кун-çулне ĕмĕрлĕхе çырăнса юлĕ вăл. Спортсменсен чăтăмлăхĕ мана кăна мар, пĕтĕм çынна тĕлĕнтерет. Çăмăл мар çула хăюллисемпе паттăррисем çеç парăнтарма пултараççĕ", - тенĕ Михаил Васильевич.
Пĕтĕм тĕнчери ралли йĕркелỹçи Владимир Чагин пĕлтернĕ тăрăх - паттăрсем нимĕнле йывăрлăхран та хăрамаççĕ. "Вĕсемшĕн йĕпе-сапаллă çанталăк та, пылчăклă трасса та хăрушă мар. Вăл спортсменсен ăсталăхне тĕрĕслет кăна", - тенĕ Шупашкарта ăмăртăва пысăк шайра хатĕрленнине палăртса.
"Пурçăн çул" раллие тĕрлĕ çĕршыври паллă автогонщиксемпе тĕнчери ăмăртусенче палăрнă спортсменсем хутшăнаççĕ. Раççей чысне Тутарстанри "КамАЗ-мастерс" команда, Питĕрти хĕрарăмсен экипажĕ, Мускаври "Аспект мотоспорт" тата ыттисем хỹтĕлеççĕ.
Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче автогонщиксем Шупашкарпа сывпуллашса Хусана çул тытнă.
Икĕ эрне хушшинче пилотсемпе штурмансем 14 хулара чарăнма, Тянь-Шань сăрт тăвĕ урлă каçса Гоби пушхирне çитме, 9599 çухрăм çула парăнтарма палăртаççĕ.