12 июля 2017 г.
Парăмсене шыраса илес тĕлĕшпе рейдсем йĕркеленĕ май хăш-пĕр парăмçăсем тĕрлĕ сăлтава пула (налук инспекцийĕн, суд приставĕсен ĕçченĕсен çырăвĕсене алла илеймен, пропискăра тăракан çуртра пурăнмасть, ытти региона ĕçлеме çỹрет е ытти те) хăйсен парăмĕ пуррине пĕлменни пирки хыпарлаççĕ.
Çавăнпа та кашни çыннах хăйĕн парăмĕ пуррипе е çуккипе кăсăкланса Федерацин налук службин сайчĕсене (адресĕсем: www.nalog.ru; www.r21.nalog.ru) е Федерацин суд приставĕсен службин сайтне (osp26@r21.fssprus.ru) ("Банк данных" баннерта хăвăрăн хушаматăра, ятăра, аçăр ятне, çуралнă вăхăта çырмалла) кĕрсе пăхма сĕнетпĕр.
Парăм пирки пĕлсе ăна вăхăтра тỹлени тĕрлĕ пăтăрмахран упрать.
В.КАЗАКОВ.