12 июля 2017 г.
Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне районта кашни çулах савăнăçлă лару-тăрура паллă тăвасси çирĕп йăлана кĕнĕ. Уявăн тĕп палли - черченкĕ салтак тỹми. Ахальтен мар иккен эпир пĕчĕккĕ чухнех улăх-çаранта салтак тỹмине тататтăмăр та: "Юратать, юратмасть", - тесе шап-çурă çеçкесене пĕрерĕн уйăрса вĕçтереттĕмĕр. Ун чухне ятарласа уявĕ те пулман-ха (ăна пирĕн çĕршывра 2008 çулта çирĕплетнĕ), çапах та салтак тỹми юрату чечекĕ пулнине ăнланнă. Уявра юрату чечекĕ хуçаланчĕ. Ăна кашни мăшăра парнелерĕç. 2010 çулта вара республикăри чи сумлă мăшăрсене "Юратупа шанчăклăхшăн" орденпа, кăшт маларах медальпе чыслама пуçларĕç.
Çемье - пурнăç тĕрекĕ. Унран хаклăраххи мĕн пур-ши пирĕн? "Çемье халалĕсем чăваш хушшинче яланах çирĕп пулнă. Çав тупрана лайăх сыхласа упрăр. Çемье телейĕ - пурнăçри йывăрлăхсенчен сыхлакан шанчăклă хỹтĕлев", - çапла ăс панă чăвашсене çутта кăларакан Иван Яковлев. Аслă вĕрентекенĕмĕр сăмахĕсене ăса хывса пурнăç çулĕпе нумай çул юнашар утакан мăшăрсене чыс та мухтав. Шăпах вĕсем пирĕншĕн яланах ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Районта кăçал ылтăн туй паллă тăвакансем 29 çемье, 55 çул пĕрле пурăнакан 30 мăшăр, бриллиант туй кĕрекине ларакансем 12, 65 çул пĕрле пурăнакан 2 мăшăр, 70 çул пĕр сукмакпа утакан мăшăр вара - 1.
Районти уява ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Вăл чи малтанах анлă пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса утакан, ачисене çĕршыва юрăхлă çынсем туса ỹстернĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракан тăватă мăшăрпа паллаштарчĕ.
Вырăскассинчи Николай Семеновичпа Галина Федоровна Кирилловсем 47 çул пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăнаççĕ. Иккĕшĕ те ачасене пĕлỹ тата воспитани парас ĕçре тăрăшса пенсие тухнă. Районти хисеплĕ педагогсем вĕрентсе кăларнă ачасем хушшинче офицерсем, учительсем, врачсем... тата ытти професси çыннисем йышлă.
Хастар чун-чĕреллĕ Кирилловсен тỹрĕ кăмăллă ĕçшĕн панă наградăсем те сахал мар. Вĕсемшĕн чи сумлă награда - ял-йыш хисепĕ. Тивĕçлĕ канури ветеран-педагогсем паян та общество ĕçĕнче хастар. Иккĕшĕ те "Шанăç" фольклор ушкăнне çỹреççĕ.
Кирилловсем виçĕ ача çуратса анлă пурнăç çулĕ çине кăларнă. Виççĕшĕ те аслă пĕлỹ илсе хăйсен вырăнне тупнă. Пилĕк мăнукĕпе киленет çемье чысне çỹлте тытакан мăшăр.
Çĕнĕ Эйпеçри Николай Никандровичпа Валентина Яковлевна Мустаевсем пĕр çемье çавăрни 52 çул иртнĕ. Иккĕшĕ те мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен "Слава" хуçалăхра ырми-канми тăрăшнă. 30 çула яхăн механизаторта вăй хунă кил хуçи "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ята тивĕçнĕ.
Мустаевсем икĕ ывăлпа тăватă хĕр çуратса ỹстернĕ. Ачисем пĕринчен тепри маттур. Ашшĕпе амăшĕ вĕсемпе чăннипех те савăннине пытармаççĕ. Мăнукĕсем те Мустаевсен ĕçченлĕхне, пултарулăхне малалла тăсасса шанаççĕ.
Тỹскелĕнчи Валерий Владимировичпа Валентина Ивановна Пушковсем çемье чăмăртани 50 çул çитнине сиссе те юлайман. Валентина Ивановна шкул парти хушшинчен пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Елчĕкри райпо системинче поварта ĕçленĕ. Валерий Владимирович 45 çул ытла Елчĕкри Сельхозтехника пĕрлешĕвĕнче слесарьте вăй хунă. Хисеплĕ ĕçшĕн панă наградăсем нумай туслă çемьен.
Юратупа килĕшỹре пурăнакан çемьере тăватă хĕрпе пĕр ывăл кун çути курнă. Вĕсен ывăл-хĕрĕсем те ытти çемьесенчи пекех çитĕнсе çитсе вĕçен кайăк чĕпписем пек тĕрлĕ енне вĕçсе саланнă. Пурте алла пĕлỹ илсе хăйсем суйласа илнĕ профессисемпе тăрăшаççĕ. Пушковсен йăхне сакăр мăнукĕпе икĕ кĕçĕн мăнукĕ малалла тăсаççĕ.
Вырăскассинчи Любовь Ивановнăпа Виталий Васильевич Федоровсем - ялти чи сумлă çемьесен йышĕнче. 38 çул шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Любовь Ивановна 29 çул дояркăра, унтан 9 çул шкулта тирпейлỹçĕре тăрăшнă. Виталий Васильевич вара мĕн пенсие тухиччен тăван хуçалăхра вăй хунă. Тракторист, платник, кочегар... пĕр сăмахпа кирек мĕнле ĕç те унăн аллисенче вĕресе тăнă. Пилĕк ача çуратса пăхса ỹстернĕ вĕсем.
Çак хисеплĕ мăшăрсем хăйсен юратăвне çирĕплетсе ЗАГС пайĕн юбилярсен Хисеп кĕнеки çине алă пусрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Кирилловсемпе Мустаевсене, Пушковсене "Юратупа шанчăклăхшăн" медале, Федоровсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хутне парса чыс турĕ. Вăл çемье Турă панă хаклайми парне, тĕрев, юрату, шанчăклăх символĕ пулнине палăртса: "Эсир пурнăç тăршшĕпех патшалăх çирĕп, пурнăç илемлĕ пултăр тесе тăрăшнă, тивĕçлĕ пурăннă, пурăнатăр та. Ачăрсемпе мăнукăрсем яланах сирĕншĕн тĕрев пулччăр, çамрăк мăшăрсем сирĕн çемйĕрсенчен тĕслĕх илччĕр", - терĕ.
Районта телейлĕ çемьесем мĕн чухлĕ нумайрах, çавăн чухлĕ общество та çирĕпрех, патшалăх та тĕреклĕрех. Çемье ача-пăча сассипе илемлĕ тени тĕрĕсех. Тату та туслă, шанчăклă çемьесенче кăна телейлĕ пепкесем кун çути кураççĕ.
Районта кăçал 61 ача çуралнă. Юлашки çулсенче икĕ е виçĕ е ытларах ача çуратасси ỹссе пырать. Ку вăл патшалăх ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăрнипе çыхăннă. 2006 çулхи "Нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен" калакан Федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн икĕ е виçĕ тата ытларах ачаллă çемьесем амăшĕн капиталне тивĕçеççĕ. Уявра çемье капиталĕн сертификатне Елчĕк ялĕнчи Алина Николаевнăпа Сергей Алексеевич Ишмуратовсем, Ĕнел ялĕнчи Елена Ивановнăпа Александр Юрьевич Журавлевсем тивĕçрĕç. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн ертỹçи Зинаида Яковлева ăшшăн саламларĕç. Уявра ашшĕ-амăшне, ĕçтешĕсене, ял тăрăхĕнчи чи сумлă çемьесене ял тăрăхĕсен администрацийĕн ĕçченĕсем, пĕрле тăрăшакансем, ачисемпе мăнукĕсем саламларĕç. Пысăк ят-сума тивĕçнĕ ашшĕ-амăшĕн пит-куçĕсенче çиçекен савăнăç кулли самантлăха та каймарĕ. Малашне те çаплах юрату хĕлхемĕ çуталса тăтăр ытарайми мăшăрсенче.
ЗАГС пайĕ умĕнче районти тĕп библиотека, историпе тăван тавралăх музейĕн ĕçченĕсем Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалланă тĕрлĕ куравпа паллаштарчĕç. Кунтах республикăри "Аçу-аннỹне çыру çыр" акцине хутшăнма май пулчĕ.
Телейлĕ мăшăрсем алла-аллăн çавтăнса Тĕп лапамра уçăлса çỹрерĕç, часавая кĕрсе çемье сывлăхĕшĕн çуртасем çутрĕç. Вĕсем çине пăхсассăн юратупа шанăç çирĕп çемье никĕсĕ пулнине тепĕр хут çирĕплететĕн. Елчĕкри культура ĕçченĕсем сумлă мăшăрсен ячĕпе янăратнă илемлĕ юрăсем уява пуçтарăннă пур çыннăн чун-чĕрине те ăшăтрĕç.
В.СМИРНОВА.
Сăнỹкерчĕкре: Федоровсемпе Кирилловсен çемйисем.