12 июля 2017 г.
Ирина Жирнова Елчĕкри шалти ĕçсен пайĕнче 1994 çултанпа тăрăшать. 23 çул хушшинче пĕрле ĕçлекенсемпе ертỹçĕсен хисепне çĕнсе илнĕ сотрудник халăх çинче те ырă ятлă.
Шкул пĕтерсен Шупашкарти педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн Елчĕк районне ĕçлеме килнĕ Комсомольски хĕрĕ. Малтанах ăна шалти ĕçсен пайĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделени инспекторĕ пулма çирĕплетнĕ. Кунта 5 çул ĕçленĕ хыççăн Раççей Федерацийĕн ШĔМĕн Чулхулари академийĕн Чăваш Енри филиалĕнче вĕренсе пĕлĕвне ỹстернĕ мал ĕмĕтлĕ хĕре штаб инспекторĕн должноçне шанса панă. Тивĕçе тĕплĕн пурнăçлакан сотрудник 1999-2011 çулсенче Елчĕкри шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн кадрсемпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă. Паянхи кун Ирина Николаевна штаб инспекторĕнче вăй хурать.
Ĕçне кура - хисепĕ. И.Жирнова "За отличие в службе" медалĕн 3 степеньне те, Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин, ШĔМĕн районсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн тата ытти Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.
- Кирек хăш ĕçĕн те йывăрлăхĕ пур. Полици ĕçĕ те çăмăлах мар паллах. Çапах та ĕçе чунтан юратни пулăшса пырать, куллен ирпе ĕçе хавасланса килни кăмăла уçать. Коллектив питĕ лайăх, пысăк опытлă сотрудниксемпе чылай çул пĕрле, пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлени хавхалантарать, - кăмăллăн пĕлтерет Ирина Николаевна.
Елчĕкри полици пайĕн начальникĕ А.Алексеев И.Жирнова пирки ыррине анчах калать. Пысăк опытлă сотрудник шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа тата вăхăтлă пурнăçланине палăртать.
Е.ПЕТРОВА.
Сăнỹкерчĕкре: Ирина Жирнова.