12 июля 2017 г.
Кирек мĕнле ĕçе пурнăçланă чухне те тĕрĕслĕхе мала хумалла. Суту-илỹ тунă чух налук тỹлессинчен пăрăнса укçа-тенке перекетлеме хăтланнă çемье пысăк тăкак тỹснĕ.
Ывăлĕн çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма палăртнă Прохоровсен çемйи икĕ пỹлĕмлĕ хваттерне сутса çĕнĕ çуртра вырнаçнă тепĕр хваттер туянма шут тытнă. Хăйсен хваттерне 1 600 000 тенкĕпе сутма палăртнă вĕсем.
Хваттер сутаканăн сутнă хваттер хакĕнчен налук тỹлемелли яваплăх пуррине шута илсе хваттере сутаканпа туянакан пĕрлехи килĕшỹре хваттерĕн хакне икĕ хут пĕчĕклетме калаçса татăлнă. Çапла тума Прохоровсене хваттер туянакан хистенĕ. Çавна май вĕсем 800 000 укçа-тенкĕ тĕлĕшĕпе заем килĕшĕвĕ çирĕплетнĕ. Анчах та хваттер туянакан килĕшỹре палăртнă вăхăтра "кивçен укçана" пама шутламан. Прохоровсем суд приставĕсен сайтĕнче хăйсен хваттерне туянакан хушамачĕ парăмçăсен списокĕнче тăнине, ун ячĕпе суд йышăнăвĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе сахал мар ĕç пуçарнине асăрхасан тин ултав серепине çакланнине ăнкарса илнĕ.
Хваттер туянаканран укçа-тенке тавăрма çуккине ăнланса илнĕ Прохоровсем суту-илỹ килĕшĕвĕ чăнлăхпа килĕшсе тăманнине палăртса хваттерне каялла хăйсен харпăрлăхне тавăрас тĕллевпе район судне тавăç тăратнă. Хваттере сутас тата туянас ĕçре договора икĕ енĕ те пĕр-пĕринпе килĕшсе татăлса саккунпа килĕшỹллĕн пурнăçланине кура район сучĕ те, Чăваш Республикин Аслă Сучĕн суд коллегийĕ те Прохоровсен тавăçне тивĕçтереймен.
Чăваш Республикинчи Росреестр управленийĕ ăнлантарнă тăрăх, налук тỹлесрен хăраса хваттер хакне икĕ хут йỹнетнĕ текен шухăш судра çирĕп йышăну тума май паракан факт пулаймасть. Мĕншĕн тесен хак куçман пурлăха сутас договорăн тĕп условийĕ пулса тăрать. Пурлăха сутаканпа туянакан хушшинче тавлашу сиксе тухсан суд хăйĕн йышăнăвне килĕшỹре палăртнă условисем çине таянса пурнăçлать.