12 июля 2017 г.
Федерацин 2008 çулхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнчи 273 номерлĕ "Коррупцие хирĕç тăрасси" саккунне 2012 çулта хушма 13.3 статья кĕртнĕ.
Асăннă статья организацисемпе предприятисен ертỹçисене тĕрлĕ тивĕç пурнăçлама хистет. Вĕсенчен пĕри - организацинче коррупципе çыхăннă преступленисене, правăна пăснă ытти тĕслĕхсене профилактикăлакан ятарлă подразделени туса хурасси е ку енĕпе ĕçлеме уйрăм çынна çирĕплетесси. Пурнăçламалли тивĕçсен шутне çавăн пекех организацинче ĕç-хĕле тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлама хистекен стандартсемпе йĕркесене ĕçе кĕртесси, работниксен службăра хăйсене тытас йĕркесене тата этика кодексне йышăнасси, суя документсем хатĕрлессинчен асăрханасси, конфликтлă лару-тăрупа интерессен хирĕçлĕхне вăхăтра сирсе ярасси, право хуралĕн органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлесси кĕрет.
Маларах асăннă методика сĕнĕвĕсене Раççей Федерацийĕн Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерстви 2013 çулхи чỹк уйăхĕн 8-мĕшĕнче çирĕплетнĕ.
П.КОКОРЕВ,
Елчĕк район прокурорĕн çумĕ.