12 июля 2017 г.
Утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай сотрудникĕсемпе адвокатсем граждансене 18 тĕрлĕ ыйтупа тỹлевсĕр юридика пулăшăвĕпе тивĕçтерĕç.
Тỹлевсĕр пулăшупа сахал тупăшлă граждансем, пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăнсен инваличĕсем, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕсем, хĕрỹ точкăсенче çапăçнă ветерансем, вăрçă участникĕсен тăлăх арăмĕсем, хĕрỹ точкăсенче пуçĕсене хунă салтаксен çемйисем, инвалид, тăлăх, ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнă ачасем, ют ачасене усрава илнĕ тата нумай ачаллă çемьесем, политика репрессийĕсенчен хур тỹснисем, ваттисен çурчĕсенче хỹтлĕх тупнисем тата ыттисем те.
Асăннă категорине кĕрекен граждансене Елчĕк район администрацийĕн çурчĕн 1-мĕш хутĕнче йышăнĕç, маларах вĕсен 8 (835-49) 2-55-70 номерпе шăнкăравласа çырăнмалла.