Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика хыпарĕсем

08 июля 2017 г.

Эпир - лайăххисен шутĕнче

Чăваш Республики пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха лайăх аталантаракан регионсен шутне кĕнĕ.

Çакна РФ Экономика аталанăвĕн министерстви малтан çĕршыври субъектсен коммуналлă хуçалăх комплексĕн танлаштаруллă анализне тунă хыççăн пĕтĕмлетнĕ. Лайăххисен шутне çавăн пекех Белгород тата Тула облаçĕсем, Севастополь кĕнĕ. Мускав хулин тата Мускав облаçĕн, Санкт-Петербург хулин, Краснодар тата Красноярск крайĕсен кăтартăвĕсем те япăх мар.

Ведомство кăтартусене пĕтĕмлетнĕ чухне пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха аталантарма каякан укçа-тенкĕ тăкакĕсен шайне тĕрлĕ енлĕн тишкерсе хак панă. Тĕслĕхрен, ăшă тата электросетьсен пĕр çухрăмне лекекен аварисен шутне, коммуникацисен кивелсе юрăхсăра тухнă коэффициентне тата ыттине те танлаштарнă.

Проекта ырланă

Çĕнĕ Шупашкарти хытă каяшсен полигонĕнчи ĕçе мĕнле йĕркелени Израиль компанийĕн представителĕсене те килĕшнĕ.

Вĕсем Шупашкарти станцире тата Çĕнĕ Шупашкарти хытă каяша суйласа уйăракан комплексра усă куракан техника, оборудовани ĕçĕпе паллашнă, çĕнĕ полигонта çỹп-çапа тирпейленине сăнанă.

Хăнасене Чăваш Енре пурнăçлакан проект, чăннипех, кăсăклантарнă. Çакна шута илсе икĕ ен те малашне хытă каяшсене тирпейлессинче пĕр-пĕрин опычĕпе усă курма, ку сферăна инвестици явăçтарассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене татса парассипе пĕрле ĕçлеме килĕшсе татăлнă.

Тарифсем нумай ỹсмен

2017 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейри мĕнпур регионсенче коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсем ỹснĕ. Чăваш Енре вăл вăтамран илсен, 3,9 процентран ытлашши ỹсмен.

Хула çыннисем усă куракан электроэнерги 4,4 процент хакланнине шута илес пулсан, вĕсен малашне çак пулăшупа усă курнăшăн 1 киловатшăн 3,11 тенкĕ, ял çыннисен 2,18 тенкĕ (ỹсĕм - 4,3 процент) тỹлемелле пулать.

Çутçанталăк газĕн хакĕ 3,75 процент ỹснĕ, унăн пин кубометрĕн хакĕ - 5366,27 тенкĕ. Кубометр хакĕ 19 пус ỹснĕ.

Тỹлевсем ỹснĕ май сахал тупăшлă çемьесене яланхи пекех социаллă гарантисемпе тивĕçтереççĕ. Вĕсене пулăшас тĕллевпе республика хыснинчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Сăмах май каласан, 2017 çулхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа çу уйăхĕ таран 315775 çын (республикăра пурăнакансен 25,6 проценчĕ) коммуналлă пулăшу тăкакĕсемшĕн республика хыснинчен уйăракан саплаштару укçипе усă курнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика