Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ансат мелпе

08 июля 2017 г.

Пурлăха харпăрлăха регистрацилессине ансатрах пурнăçлама граждансене федерацин 2006 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче йышăннă 93-мĕш номерлĕ "О внесении изменений в некоторые законодательные акты Российской Федерации по вопросу оформления в упрощенном порядке прав граждан на отдельные объекты недвижимого имущества" саккунĕ (халăхра ăна "Дача амнистийĕ" теççĕ) пулăшать.

Граждансем куçман пурлăх правине илнĕ хыççăн çурт тата хушма хуçалăх тытса пыма уйăрнă çĕр лаптăкĕн чиккисене вăхăтра виçтерсе палăртманни, ăна кадастр учетне кĕртсе харпăрлăх правине çирĕплетменни пысăк чăрмав кăларса тăратать. Чикĕсене саккунпа килĕшỹллĕн палăртманран кỹршĕсем хушшинче час-часах ăнланманлăх, хирĕçỹ çуралать. Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче вара документра палăртнинчен ытларах çĕрпе усă курнине тупса палăртсан штрафлама та пултараççĕ. Тĕрлĕ пăтăрмахлă лару-тăрăва лекесрен асăрхаттарса çĕр лаптăкĕсен хуçисене кĕске вăхăтрах хăйсен куçман пурлăх объекчĕсен чиккисене вырăнта палăртма сĕнетпĕр.

Асăннă ĕçе пурнăçлас тесен чи малтанах кадастр инженерĕпе килĕшỹ çырмалла. Вăл харпăрлăхçăн çĕр лаптăкне кĕске вăхăтра виçсе чикĕсене палăртнă хыççăн тунă межевани планне Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленине ярса памалла. Çак ĕçе пурнăçлама халăха Елчĕк ялĕнчи Иванов урамĕнчи 13-мĕш çуртра вырнаçнă нумай функциллĕ центр пулăшать. Тĕплĕнрех 2-57-30 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.

М.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика