Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутçанталăкри пăтăрмах

08 июля 2017 г.

Кăçал çуллахи пек мар çанталăк - кĕркунне, тейĕн. Чылайранпа вăйлă çумăр çунине пула нумай регион шыв айне пулнипе нушаланать. Чăваш Республикин территорийĕнче те утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче кун каçипе, утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче те яра куна лỹшкентерсе çумăр çуни, çурçĕр-хĕвеланăç енчен вăйлă çил çеккунтра 8-13 метр хăвăртлăхпа вĕрни çутçанталăк пысăк сиен кăларса тăратас хăрушлăх пулчĕ.

Утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче республика территорийĕнче сывлăшра вăтамран 42 мм чухлĕ нỹрĕк пуçтарăннă. Улатăр, Канаш хулисенче, Улатăр, Пăрачкав, Йĕпреç, Канаш районĕсенче пĕр кунра уйăхра çумалли норма (58-80 мм) тулнă.

...Çумăр сахал çунă çулсенче ăна кĕтсе илме çăмăлах пулман çеçенхирлĕ Елчĕк тăрăхĕнче те вăл кăçал ытлашшипех çăвать. Утă уйăхĕн 5-6 мĕшĕсенче çумăр вăйлă çунипе варсемпе çырмасем, пахчаçимĕç лаптăкĕсен йăранĕсем шывпа тулса ларчĕç. Вăйлă çумăр çунипе пĕрле пысăк хăвăртлăхпа вĕрекен çил район территорийĕнчи электричество линийĕсене сиенленин тĕслĕхĕсем пулнă. Пĕрлехи вăйпа ĕçленипе - "МРСК Атăл - "Чăвашэнерго" ПАОн "Россети" тытăмне кĕрекен районти уйрăмĕн ĕçченĕсем пулма пултаракан çак пăтăрмахсене пĕтерме малтанах тĕплĕн хатĕрленнине пула электричество тытăмне çийĕнчех йĕркене кĕртнĕ.

Гидрометцентр пĕлтернĕ тăрăх шалкăм çумăр, вăйлă çил тепĕр хутчен çаврăнса çитме пултарать. Çакна шута илсе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти мĕнпур службăсене кирек епле кăлтăка та вăхăтра сирсе яма яланах хатĕр пулма хушнă. Çакна шута илсе энергетиксен оперативлă юсав бригадисене кирлĕ инструментсемпе тата хỹтĕлев хатĕрĕсемпе туллин тивĕçтернĕ. Уйрăм çынсен те хăйсене хỹтлĕхпе тивĕçтерессишĕн яваплăха ỹстермелле.

...Çумăр чарăнмасăр çуни уй-хирти выльăх апатне пухса кĕртессинче те пысăк чăрмав кăларса тăратрĕ. Тыр-пул шăпи те пăшăрхантарать. Раççей ялхуçалăх министрĕ Александр Ткаченко палăртнă тăрăх, кăçал çĕршывра тырă 20 миллион тонна сахалрах пулас хăрушлăх пур. Мĕншĕн тесен çанталăк условийĕсене пула кăçал Краснодар, Ставрополь, Ростов тăрăхĕсенче вырмана икĕ эрне каярах юлса тухнă. Çак лару-тăрура пирĕн республикăра та уй-хир ĕçĕсем каярах юлма пултараççĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика