08 июля 2017 г.
Шăмалакри Яманчỹрел урамĕнче пурăнакан Львовсем ялти чи хисеплĕ çемьесен йышĕнче. Çак сумлă та ăшпиллĕ мăшăрпа паллашни чылай вăхăт иртрĕ пулин те вĕсен сăнарĕ, калаçăвĕ асран тухман-ха.
- Ялти ытти мăшăрсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмастпăр, - терĕ Петр Иванович эпир мĕн сăлтавпа пынине каласанах. - Пирĕн çинчен мĕн çырмалли пур? Ыттисем пекех пурăнатпăр.
Кашни çемье вăл хăй пĕр кĕнеке. Кăçал республикăра Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнă май ашшĕ-амăшĕн ят-сумне ỹстересси, çемьери йăласене тытса пырасси, çамрăксене çемье çавăрас ыйтупа яваплăха туйма вĕрентесси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Львовсем шăпах ялта çамрăк мăшăрсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Тараватлă кил хуçи хĕрарăмĕ пире тĕпеле иртме сĕнчĕ. Хăнасене йышăнмалли пỹлĕмри хăтлăх куçа илĕртрĕ. Кашни япала хăй вырăнĕнче. Хăйсен çаврăнăçуллă аллипе хăпартнă çурта чаплă дизайнертан кая мар хăтлăх кĕртнĕ. Журнал сĕтелĕ çине кĕнекесем, район хаçачĕн юлашки номерĕ тирпейлĕн вырнаçнă. Львовсем район хаçатне чылай çул çырăнса илеççĕ:
- Эпир район центрĕнчен инçетре пурăнатпăр. Тĕнчери лару-тăру çинчен телевизор курса та пĕлетпĕр, район хыпарĕсене пĕлтерекен çăлкуç вара - "Елчĕк ен", - сăмах хушрĕ Петр Иванович.
Львовсем 43 çул пĕр шухăш-тĕллевпе пурăнаççĕ. Ăçта çуралнă - çавăнта юранă теççĕ вĕсем пек тăван яла юлса кунта ĕçлесе хунав янă маттур çынсене. Вăхăтĕнче хулана кайма та пулнă çамрăксен, вĕсем вара тăван ялти ырлăха нимĕнпе те улăштарас темен. Телей çăлтăрне пĕр-пĕринче курнă туслă çỹренĕ каччăпа хĕр.
Иккĕшĕ те Шăмалакри, Лаш Таяпари шкулсенче пĕлỹ илнĕ. Мария аттестат илсен Ульяновскри медицина училищине çул тытнă. Алла диплом илсен Елчĕкри санитарипе эпидемиологи станцийĕнче санитари врачĕн пулăшаканĕнче ĕçлеме пуçланă. Икĕ çултан кỹршĕ районти юнашар ялти сукмака такăрлатнă. Çулсем иртсе пынă май ялти фельдшерпа акушер пунктне медсестра кирлĕ пулнă. Мария Васильевна хаваспах тăван ял çыннисен сывлăхĕшĕн тăрăшма пуçланă. Сывлăх сиплевçинче тăрăшсах тивĕçлĕ канăва тухнă. Пенсире те ял çыннисем пулăшу ыйтсан никама та каялла яман, яланах чирлĕ çын патне васканă.
Мăшăрĕ те, Петр Иванович, ĕçрен ỹркенсе тăракан çын мар. Кил-çуртри, картишĕнчи платник, столяр ĕçĕсене те пултарать. Хăй вара ачаран техникăна юратнă. Паян та алăран ямасть. Чылай çул водительте, гараж заведующийĕнче, заправщикра тăрăшнă. "Слава", "Свобода" хуçалăхсенчи чи ăста водительсен йышĕнче шутланса тăнă.
Мария Васильевнăпа Петр Иванович икĕ ача çуратса, тивĕçлĕ воспитани парса ăшă йăваран вĕçтерсе кăларса янă. Ачисене ĕçе юратма, çынсене хисеплеме, усала ырăпа тавăрма вĕрентнĕ. Сергей Тольятти хулинче пурăнать. Ывăлĕ тĕпленнĕ хулана ашшĕ пит кăмăллать. Çамрăк чухне унта службăра тăнă вăл. Эльвира хĕрĕ Шупашкарта хунав янă. Иккĕшĕ те çемье çавăрнă. Львовсен икĕ мăнук. Çу кунĕсенче ывăлĕпе хĕрĕ, мăнукĕсем вăрман сывлăшĕпе киленме тăван яла отпуска килеççĕ. Çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕхпе йăпанса пурăнакан мăшăрăн çу кунĕсенче пĕр канăç та çук. Улми-çырлине, пахчаçимĕçне нумай ỹстереççĕ, хурт-хăмăр тытса пылпа, кăрчамапа тăвансене сăйлама та ỹркенмеççĕ. Сывă пурнăç йĕркишĕн тимлекен кил хуçи куллен физзарядка тăвать, усал йăласемпе туслă мар. Çавăнпах хăй çулĕсенчен чылай çамрăк курăнать. Пушă вăхăт тупăнсанах иккĕшĕ те кĕнеке ярса тытаççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ çулла пахчаран кĕме те пĕлмест. Палисадникре тĕрлĕ чечек ỹстерет. Тирпейлĕ те сăпайлă мăшăр юратупа шанчăклăх, пĕр-пĕрне ăнланса хисепленин никĕсĕ çинче чăмăртаннă çемье чи çирĕппи тесе шутлать.
- Тарăн та çирĕп туйăмсем мĕнпур йывăрлăха чăтса ирттерме, пурнăçра çитĕнỹ тума, вăйлăрах та ăслăрах пулма пулăшаççĕ, -тет пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланакан телейлĕ мăшăр.
В.СМИРНОВА.
Сăнỹкерчĕкре: Львовсем.