08 июля 2017 г.
Вăл пурнăçа туллирех те илĕртỹллĕрех тăвать, юратупа çупăрлать.
2010 çулта иртнĕ халăх çыравĕ тăрăх, Чăваш Республикинче 353,5 пин çемье пурăнать. Вĕсенчен 45 проценчĕ ытла - ача-пăчаллă. 156 пин çемьере çула çитмен ачасем пурăнаççĕ, вĕсенчен 65 проценчĕ пĕрер ача, 30 проценчĕ - икшер, 5 проценчĕ виçшер е ытларах ача çитĕнтереççĕ. 74,2 пин çамрăк çемьерен 53 проценчĕ - ача-пăчаллă, 33 проценчĕ ачисене пĕччен ỹстерекен амăшĕсем, 2 проценчĕ - тĕпренчĕкĕсене пĕччен çитĕнтерекен ашшĕсем.
ЗАГС органĕсем хыпарланă тăрăх, республикăра иртнĕ çул 6641 çемье тĕвĕленнĕ (хулара - 4025, ялта - 2616 çемье). Туйсем ытларах утă-авăн уйăхĕсенче кĕрлеççĕ.
Кашни тăваттăмĕш мăшăр 5-9 çул пĕрле пурăннă хыççăн уйрăлни паллă. 2016 çулта 4077 çемье уйрăлнă, çав шутран хулара - 2975, ялта - 1102.
Иртнĕ çул 16,4 пин ача тĕнчене килнĕ, арçын ачасем ытларах çуралнă. Кăçалхи 5 уйăхра 5,5 пин ача тĕнчене килнĕ, 2 пине яхăн мăшăр çемье тĕвĕленĕ, 1,6 пин мăшăр уйрăлнă.