Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асран тухми вăйă уявĕ

08 июля 2017 г.

"Акă хĕрсем пысăк ушкăна пухăннă хыççăн карталанса юрлама тытăнчĕç. Кун пек тĕлĕнмелле хитре юрланине, çак чуна пырса тивекен сăнсене эпĕ халĕччен нихăçан та курманччĕ. Сцена çинче - балетра, оперăра курнă-ха. Анчах ку балет та, опера та мар. Ку вăл пурнăç - хăй", - тесе çырса хăварнă хăйĕн очеркĕнче чăваш вăййине курнă хыççăн вырăссен паллă писателĕ Н.Г.Гарин-Михайловский 1900 çулта. Чăваш вăййи... Тăван халăх эпосĕ пек куратпăр эпир ăна А.Миттов тата В.Агеев ỹнерçĕсен картинисенче. Çапла, авалхи сăнсем тетпĕр кун çинчен паян. Эпĕ те ку темăпа сахал мар ĕçлерĕм. Анчах та ĕлĕкрен халăха çунатлантарнă вăйă кĕвви сỹнсе ларма пуçларĕ тесен те тĕрĕс пулĕ.

Çирĕклĕ Шăхаль, Хăвăлçырма, Кỹлпуç ялĕсенче иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсенче Питравра вăййа тухнине халĕ те асра тытатăп. Çав вăхăтсенче тăватă çул хушши хам та маларах асăннă ялсене кайса курса çỹрерĕм. Чăваш ỹнерçисене те илсе кайнăччĕ. Çирĕклĕ Шăхальте вăййа тухнине фильм та ỹкернĕччĕ. Ăна телевизорпа та кăтартнăччĕ.

Вăл çулсенче хĕрсен ушкăнĕ аванах пысăкчĕ. Пурте чăвашла тăхăннăччĕ. Малтан ял варринчи çырмари çăлкуç патне анса, шывне тутанса пуç таятчĕç. Куракан та йышлăччĕ. Ватти-вĕтти юлмастчĕ. Тăван халăхăн хальхи чун-кăмăлне, йăли-йĕркине, юрри-кĕввине туйса савăнма пĕлни - пур çыншăн та пысăк пуянлăх. Кашни халăх ăна ĕмĕртен ĕмĕре, ăруран ăрăва пĕр-пĕрне пиллеме тăрăшать. Унсăрăн халăхăн пуласлăхĕ кичем те салхуллă курăнать. Историре пирĕн несĕлсем киревсĕр пулнине асăнни çук. Мĕнпур çылăхăмăр паян пурăнакансенче - несĕлсем ĕмĕр-ĕмĕр пухнă пуянлăха упрама пĕлменнинче.

Халĕ республикăри кашни ялта тенĕ пекех кермен пек чаплă клубсем лараççĕ. Унтах çамрăксем валли тĕрлĕ кружок, нумай çĕрте фольклор ушкăнĕсем пур. Апла тăк ялсенче мĕншĕн-ха ятарласа вăйă юрри-кĕввисене, сăмахĕсене вĕренме кружоксем йĕркелес мар? Çакă, паллах, культработниксен таса тивĕçĕ. Авалхи йăла-йĕркене упраса хăварас тесен тăван халăх патриочĕ пулмалла. Çỹлтен кам та пулин каласса кĕтсе ларни çителĕксĕр.

Вăйă чăваш халăхĕн чи сумлă та пархатарлă, авалтан юлнă уявĕсенчен пĕри. Ăна манас марччĕ. Вăл малашне те халăх чунне, сумне çĕклесе пытăрччĕ. Эпĕ Елчĕк çыннисене начар мар пĕлетĕп. Вĕсен ĕçченлĕхне мухтатăп, хĕрарăмсем чăвашла тăхăнса çỹренипе савăнатăп. Апла пулсан Елчĕксем Питравра вăйă картине тăраççех.

Николай ЕНИЛИН,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, халăх ỹнерçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика