08 июля 2017 г.
Тỹскел ялĕнче пурăнакан, ДПМК "Яльчикское" предприятире 30 çула яхăн водительте тăрăшакан Владимир Николаевич Мальцев коллективра, ял çыннисем хушшинче те ĕçчен, тăрăшуллă пулнипе ят-сум çĕнсе илнĕ.
Вовăпа тантăшлă, ялта ỹснĕ ача-пăча çакна лайăх ăнланать: вĕсен çуллахи каникул вăхăтĕнче урамра чупма вăхăт пулман - мĕн пĕчĕкрен колхоз ĕçне кỹлĕннĕ. Хăюллă Вова Мальцев вара техника çумĕнчен хăпма пĕлмен. Вăл аслисемпе юнашар техникăна юсама та хутшăннă. Кирлĕ пулсан, ун чухнех трактора хускатса хăй тĕллĕн уй-хире илсе тухма та пултарнă. Анчах аслă юлташĕсем çула çитмен арçын ачана çапла тума ирĕк пама пултарайман. Апла пулин те хĕрỹ ĕç çи вăхăтĕнче вăл кашни çул комбайнера пулăшакан пулса ĕçленĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă кун - сентябрĕн 1-мĕшĕнче ăна кашни хутĕнче "Прогресс" колхоз правленийĕ ячĕпе Хисеп грамоти тата парне парса чыс тунă. Унăн мĕн ачаранах тус-юлташĕсем нумай, вĕсемпе пĕрле футбол, хоккей вăййисене вылянă.
...Çакă та яланах аса килет: Вова 8 класс пĕтернĕ хыççăн хăй тĕллĕнех темиçе тенкĕ укçапа, йывăç чăматанпа Магнитогорск хулине ПТУна вĕренме тухса кайрĕ. Унта икĕ çул çурă вĕреннĕ хыççăн килне таврăнчĕ, "Прогресс" колхоза шофер пулса ĕçлеме вырнаçрĕ. 1985 çулхи октябрь уйăхĕнче салтака кайма ячĕ тухрĕ. Малтан Туркмени Республикинче пулчĕ, унта 4 уйăх вĕрентнĕ хыççăн ăна Афганистанри Герат хулине илсе кайнă. Владимир Мальцев - мотострелоксен полкĕн водителĕ, КАМАЗ автомашинăпа салтаксем валли апат-çимĕç, вăрçă хатĕрĕсем тата ытти пурлăх турттарнă. Мирлĕ Афган халăхне тăшмансенчен хỹтĕлесе çар операцийĕсене пурĕ 14 хутчен хутшăннă. Салтак пурнăçĕ çинчен сăмах хускатсан унăн чунĕ хурланнине туятпăр. "Нумай юлташа çухатрăм. Хăрушă, аса илес килмест, вăрçă урăх нихăçан та ан пултăр", - тет вăл.
Служба тивĕçĕсене лайăх пурнăçланăшăн çĕршыв ывăлĕ СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн грамотине, "Интернационалист воина пархатарлă Афган халăхĕнчен", "СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсене - 70 çул", "Совет çарĕсене Афганистанран кăларнăранпа 20 çул çитнĕ май" медальсене илме тивĕçлĕ пулнă.
...Ывăлĕ вăрçă хирĕнче вилĕмпе куçа-куçăн тăнă вăхăтра амăшĕн, Анна Яковлевнăн, чун-чĕри вутсăр çулăмпа çуннине, çĕр çывăрмасăр куççулĕ тăкнине çакна хăй курман çын ăнланма та пултараймĕ. Амăшĕн кĕлли, вăл чĕркуçленсе ларса Турăран ыйтса тархаслани ывăлне ылханлă вăрçă хирĕнчен ырă-сывă çăлăнса тухма май панă - 1987 çулхи ноябрь уйăхĕнче вăл киле таврăннă. Икĕ çул хушшинче терт-нушине çителĕклех курнă пулин те, Афганистанран таврăнсан та Вова канса вăхăтне ирттермерĕ, коммунхоза водитель пулса ĕçлеме вырнаçрĕ. Каярахпа ДПМК "Яльчикское" предприятие КАМАЗпа ĕçлеме куçрĕ. Çул-йĕр ĕçченĕсем тăрăшнипе районти çулсене тăтăшах çĕнетсе тăраççĕ, хĕллехи вăхăтра талăкĕпе киле таврăнмасăр çулсене юртан тасатнă вăхăтсем те сахал мар. Владимир Николаевич тивлетне пула Тỹскел ялĕнчи çулсем те яланах таса, çатма пек тикĕс. Ĕçре яланах малтисен ретĕнче пулма хăнăхнăскер, çамрăксен наставникĕ те вăл.
Ял çынни мĕн ĕлĕкрен кăвак шуçăмлах вăранать. Вова та çак йăлапа пурăнать. Ирех тăрса выльăхĕсене пăхать. Вĕсем ĕне, сурăхсем усраççĕ, чăххи-чĕппи, кăвакал нумай. Ĕçе тухса кайиччен выльăхсен айсарăмне тасатса вĕсене апатлантарса хăварма та ĕлкĕрет вăл.
...Вова салтакран таврăннă тепĕр çулхинех Аслă Елчĕкре çуралса ỹснĕ хăй пекех ĕçчен хĕрпе - Ларисăпа çемье çавăрчĕ. Çỹпçипе хупăлчи, тейĕнех. Вĕсем питĕ килĕштерсе пурăнаççĕ, кил-çуртри пĕтĕм ĕçе пĕрле канашласа пурнăçлаççĕ. "Ку манăн, ку санăн ĕç", - тесе пайламаççĕ. Лариса питех те типтерлĕ хĕрарăм, кил-çуртне, пахчине таса тытать, темĕн тĕрлĕ чечек çитĕнтерме ăста. Вовăпа Лариса икĕ ача çуратса ỹстернĕ. Оксана - Хусанти полицин аслă шкулне пĕтернĕ хыççăн Шупашкарта ĕçлесе пурăнать, нумаях пулмасть капитан званине тивĕçрĕ. Вăл хăйĕн ĕçне юратать. Кĕçĕнни - Дима Шупашкарти строительство техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăнах салтака кайма кăмăл турĕ. Служба тивĕçĕсене Хабаровск хулинче пурнăçларĕ, сержант званине тивĕçнĕ, вăл килне таврăнни те темиçе кун анчах.
Вовăн амăшĕ, Анна Яковлевна, Тĕмер хĕрĕ пулнă. Упăшки - Николай Макарович манпа пĕр тăван. Шел пулин те, Коля тете вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайрĕ, ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса кураймарĕ. Инке 82-ре, вăл нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ, ашшĕ вăрçăра вилнĕ, нуши-тертне самай астивнĕ пулин те çирĕп, йывăрлăха парăнман хĕрарăм, килте самантпа та пушă тăмасть, кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлама хастар хутшăнать. Ачисем ĕçре чухне выльăх-чĕрлĕхне те хăй пăхать, пахчара та ĕçлет, праçниксенче чиркỹ кĕллисенчен те юлмасть. Çемйипе, кинĕпе килĕштерсе пурăнать. Унăн аслă хĕрĕ Галя -Красноярск хулинче тĕпленнĕ, поварта ĕçленĕскер, халĕ тивĕçлĕ канура, 3 ача çуратса ỹстернĕ. Юра çемйипе Ульяновск облаçĕнче пурăнать, вĕсем те 3 хĕрача çуратса ỹстернĕ. Хăй трактористра вăй хурать. Саша салтакра подводник пулнă, Çурçĕрти хулара ĕçлесе пурăнать. Валя учителе вĕренсе тухса Елчĕк шкулĕнче ĕçлерĕ, халĕ Елчĕк пасарĕн ертỹçинче тăрăшать, мăшăрĕпе 2 ывăл пăхса ỹстернĕ. Вĕсем Мускавра вĕренсе аслă пĕлỹ илнĕ, унтах ĕçлесе пурăнаççĕ. Тĕп киле тытса пыраканĕ Вова, чăннипех, пурнăç çынни. Ăна ырă сунса çакăн пе калассăм килет:
Ирсерен килекен кăвак шуçăм
Пиллетĕр сана яланах ырă кун.
Ĕç патне туртакан ырă туйăм
Парнелетĕр сана вăй-хăват, ăнăçу.
А.АНИСИМОВА.
Тỹскел ялĕ.