08 июля 2017 г.
Елчĕкри почта çыхăну уйрăмĕнче почтальонкăра тăрăшать Мария Горшкова. Елчĕкри Первомайски урамĕнче, Патреккел, Акчел ялĕсенче пурăнакансем хаçат-журнал вулаччăр, çĕнĕ хыпарсемпе паллашсах тăччăр тесе тимлет вăл. Кашни килтех кĕтнĕ çын вăл, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарнă.
Мария Ивановна Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ỹснĕ. Шкултан вĕренсе тухсан Ленинград хулине çул тытнă хĕр, пĕр хушă пир-авăр фабрикинче çип арлакан цехра тăрăшнă. Вăхăт иртнĕ май хĕр тăван тăрăхах таврăннă, 1980 çулта Патреккел каччипе Борис Горшковпа (пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ вăл, йывăр тăпри çăмăл пултăр) пĕрлешсе çемье çавăрнă. 3 ывăл та пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ вĕсем: Николай, Александр, Иван тата Татьяна.
- Мĕншĕн шăпах почтальон ĕçне суйларăр эсир, Маня аппа? - ыйтатăп 55 çула хыçа хăварнă хĕрарăма куçран тинкернĕ май. Нумаях пулмасть юбилейне паллă турĕ вăл.
- Мăшăрăмпа пĕрлешсенех малтанлăха тĕрлĕ ĕçре тăрăшрăм. Ман умĕн почтальонкăра ĕçленĕ пĕр ял çынни Зинаида Аркадьевна Петрова тивĕçлĕ канăва кайсан мана хăйĕн вырăнне ĕçлеме сĕнсен савăнсах килĕшрĕм. Малтанхи кунсенченех çак ĕç чуна çывăх пулнине ăнланса илтĕм. Вăхăт хăвăрт шăвать. Унтанпа виçĕ теçетке çул хыçа юлнине сиссе те юлаймарăм, - тет кăмăллăн М.Горшкова.
Почтальон ĕçне юратни вăл çак ĕçре 30 çул пĕр улшăнмасăр вăй хуни хăех лайăх çирĕплетет. Çулсерен паракан черетлĕ отпуска та сайра-хутра канса пĕтернĕ. Мĕн çамрăкран паянхи ĕçе ырана хăварма хăнăхманскер, шартлама сивĕре е шăрăхра, çил-тăманра е çумăрта - хаçат-журнала хуçисем патне яланах вăхăтлă çитернĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче миçе çухрăм çула такăрлатнă-ши? Ăна никам та шутласа кăлараймĕ.
Почтальонка халăха пенсипе тата ытти тỹлевсемпе вăхăтра тивĕçтерет. Пĕччен пурăнакан ватăсене хăш та пĕр таварсене килĕсене илсе пырсах парать вăл.
- Маларах, карас телефонсем пурнăçа кĕриччен, халăх пĕр-пĕрин патне йышлă çыру çỹрететчĕ. Кунне 50-60 çыру та пуçтарăнатчĕ хăш чухне. Тĕл пулсан тỹрех çак ыйтăва паратчĕ ял çынни: "Мана çыру пур-и?". Сайра пулсан та, хурлăхлă телеграммăсене хуçисем патне çитерме уйрăмах йывăрччĕ. Чи малтанах вĕсене йăпатма, лăплантарма тивнĕ ĕнтĕ, - тет вăл ассăн сывласа.
Хăй хаçат-журналпа тивĕçтерекен тăрăхра "Елчĕк ен" тата ытти тĕрлĕ хаçатсене çынсем кăмăлласах çырăннине хыпарлать Мария Ивановна.
Е.ПЕТРОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: М.Горшкова.