Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен шăпи аслисен аллинче

08 июля 2017 г.

Çуллахи каникул - ачасен чи савăнăçлă саманчĕ. Çу уйăхĕсем шăрăхпа савăнтармаççĕ пулсан та ача-пăчана юхан шыв хĕрринче курма пулать.

Юхан шыв вара шỹте юратмасть. Инкексем ытларах пĕчĕк ачасем ишме пĕлменнипе пулаççĕ. Е начар ишекенсем çыранран аякка каяççĕ те вăйсăрланнипе путаççĕ. Хăшĕ-пĕри шыва кĕме юраман вырăнсене те пăхса тăмасть. Аяккарах ишсе каяссипе е тарăнтарах чăмассипе, шывра нумайрах тытăнса тăрассипе ăмăртни те чылай чухне инкек патне илсе çитерет.

Ачасен лайăх ишме вĕренмесĕр шыва кĕмелле мар. Тепĕр чухне ăнсăртран шăнăр туртма та пултарать. Çакна асра тытса шыва сывлăш температури 20-25 градус ăшă пулсан кăна кĕмелле.

Телевизорпа, тĕрлĕ хаçатсем çинче ачасем юхан шывсенче путса вилни çинчен час-часах калаççĕ, çыраççĕ. Хăшĕ-пĕри ку ырă мар хыпарсем пирĕн патăмăрта мар-ха тесе шутлĕ. Анчах мĕн каламалли, Çĕрпỹ районĕнче нумаях пулмасть пулса иртнĕ инкек ашшĕ-амăшĕн, аслисен, ачасен чун-чĕрине ыраттармасăр тăраймарĕ пулĕ. Вунпĕр çулхи хĕрача виллине гаражра тупнă. Апла пулсан пирĕн тăрăхра та хăрушлăх çук мар.

Эпир чылай чухне хамăр тĕпренчĕксен пурнăçĕпе тивĕçлипе кăсăкланманран, тимлĕх уйăрманран, вĕсемпе калаçма вăхăт тупайманран та çухатусем тỹсетпĕр. Инкек никама та тиркемест: лайăх çемьере çитĕнекен пепке те, ĕçкĕпе иртĕхекен çемьере çитĕнекен ача та нушана лекме пултарать. Ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрĕ каникул кунĕсене мĕнле ирттернипе кăсăкланмасть пулсан - ача ирĕклĕхре. Кун каçа тем тума та, таçта çитме те пулать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн, епле ĕçлĕ пулсан та, ачасен хăрушсăрлăхĕ пирки самантлăха та манмалла мар. Вĕсем ăçтине, мĕн тунине тĕрĕслесех тăмалла. Ача-пăчана спорт площадкисенче те хăйсене çеç хăварма юрамасть. Хуçасăр йытăсемпе асăрхануллă пулма вĕрентни те питĕ кирлĕ.

Ачасен пурнăçĕшĕн аслисем яваплă. Республикăра кашни çулах çу кунĕсенче кантăксене уçса хăварнăран ачасем ỹксе аманнă е вилнĕ тĕслĕхсем пулаççĕ. Кашни утăмрах асăрханмалли çинчен ачасемпе юнашар ларсах калаçни питĕ кирлĕ ку чухне. Пĕрре кăна мар, тăтăшах асăрхаттарсан та ытлашши пулмĕ. Асăрханулăх пур çĕрте те: вылянă, велосипедпа ярăннă, çул урлă каçнă, шыва кĕнĕ чухне те кирлĕ. Аслисен пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене те манмалла мар.

Хаклă ачасем! Çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнсан, хăвăра дисциплинăллă, йĕркеллĕ тытсан пурнăçăра хăрушлăха кĕртсе ỹкермĕр. Пушă вăхăт нумай пулсан кĕнеке вулани те усăллă.

Г.ОСИПОВА,
район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика